Пятница, 26 апреля

Кункурса хутшăнма чĕнетпĕр

Çемье пĕлтерĕшне ӳстерес,  йăхран-йăха пыракан паха йăла-йĕркене малалла аталантарас тĕллевпе  тата ЗАГС органĕсене туса хунăранпа 115 çул çитнĕ май республикăра «Манăн çемье йăли-йĕрки» конкурс ирттереççĕ.  

Унта хамăр тăрăхра пурăнакан пур çемье те хутшăнма пултарать.  Вĕсен хăйсен çемйинче ламра-лама куçса пыракан ырă йăла_йĕркепе паллаштаракан творчествăлла ĕç тăратмалла: эссе,  очерк,  калав,  сăвă. . .  Мĕн çырнине сăнарлăн сăн, керчĕксем,  видеоролик урлă кăтартса парсан лайăхрах.

Конкурса хутшăнакансен чи малтанах творчествăлла ĕç ятне палăртмалла (туй йăли-йĕрки,  наци йăли-йĕрки,  çемье канăвĕн йăли-йĕрки. . . ).  Малалла вара çав йăла-йĕркен тĕллевĕ,  ăна мĕнле йĕркелесе ирттерни,  хăш вăхăтра тата камсем пуçарса яни,  йăхри миçе сыпăк ăна уяса тытса пыни тата мĕншĕн çемьешĕн çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки тĕплĕн çырса кăтартмалла.  Хатĕр ĕçсене кăçалхи октябрĕн 15-мĕшĕччен вырăнти ЗАГС уйрăмне тăратмалла е тӳрех çак адреспа ярса памалла: 428003,  Шупашкар хули,  Ленинградская урамĕ,  31-мĕш çурт.

Конкурса ноябрĕн 15-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ,  çĕнтерӳçĕсене Дипломсемпе наградăлаççĕ.  Районта пурăнакансем хушшинче çемье йăли-йĕркине тытса пыракансем пурах ĕнтĕ.  Вĕсене конкурса хутшăнма чĕнетпĕр.

О. ФЕДОТОВА,  районти ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *