Суббота, 20 апреля

Ачисен тав сăмахĕ темрен те хаклăрах

Ачисен тав сăмахĕ темрен те хаклăрах

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—90 çулĕсенче колхозсен выльăх-чĕрлĕх фермисенче ĕçленĕ çынсем мĕнле чăтнă-ши? Тепĕр чухне район хаçачĕн çав çулсенчи подшивкисене пăхкаласа ларатăп та тĕлĕнетĕп.  Витесем сивĕ,  пур ĕçе те алăпа тумалла,  хĕлĕн çăвĕн пыльчăкпа тислĕк çăрăлать,  апат çителĕксĕр,  ĕçлекенсен урисенчен резина атă каймасть. . .  Дояркăсем,  пăру,  сысна пăхакансем ирпе ирех фермăна килсен,  тепĕр чухне каçчен те пушанайман.  Çав вăхăтрах вĕсем кил-çуртра пуçтарма та,  хуçалăхра выльăх усрама та,  ача-пăча , стерме те вăхăт тупнă.  Вăл çулсенче хĕлле вут та хутмалла пулнă,  шыв та п, рте кĕмен.  

Апла пулсан та ял çынни  сĕт-çу,  аш-какай туса илсе патшалăха сутмалли плансене пурнăçлас тесе тăрăшнă.  +ак йĕркесене ум сăмах вырăнне ахальтен çырмарăм.  Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакан Мария Евсеевна Яковлева шкул пĕтерсенех фермăра ĕçлеме пуçланă та мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех унта тăрăшнă.

Хирти Явăш хĕрĕ пулнă май вăл малтан «Дружба» колхозăн ферминче ĕçлеме пуçлать.  Вунçичĕ çултах Аслă Чурачăк ялне качча килсен Чĕчкенти сĕт-çу фермине ĕçе кĕрет.

— Мана 18 ĕне çирĕплетсе панăччĕ.  Çуллахи кунсенче вĕсене виççĕ сăваттăмăр.  Кĕтӳ ăçта çӳренине кура тĕрлĕ çĕре кайма тиветчĕ.  Çуран утни те нумай пулнă,  каярахпа çеç автомашина уйăрса пачĕç.  Хĕлле витесенче сивĕччĕ.  Кĕркуннепе çуркунне ферма территорийĕнче анчах мар витесенче те пыльчăк-тислĕк çăрăлаччĕ.  Витре çĕклесе утма та çукчĕ.  Урасенчен резина атă кайман ĕнтĕ.  Фермăна хĕл кунĕсенче те ирхине 4 сехете çитнĕ.  ,несен айне тасатмалла,  сума хатĕрлемелле.  Пур ĕçе те алă вăйĕпе тумалла.  ,не çиллисене сивĕ шывпах çунă.  Малтанхи вăхăтсенче тумтир улăштарма та вырăн çукчĕ.  ,несене алăпа сунă.  Мĕн чухлĕ фляга çĕклемен-ши тата?  Пурне те каласа та пĕтереймĕн.  Йывăрлăхсем пулсан та пуç усман,  нăйкăшса ларман,  — тет Мария Евсеевна.  В. Иванова,  Ф. Зиганшина,  Р. Шуряшкина,  З. Михайлова,  В. Ефремова тата ытти дояркăсемпе чылай вăхăт килĕштерсе,  пĕр пĕрне пулăшса ĕçленине аса илет вăл.  Юлашки çулсенче М. Яковлева сысна ферминче те тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва та кунтанах кайнă.  Апла пулсан вăл пĕтĕм çамрăклăхне ферма ĕçĕ-хĕлне панă.  

Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *