Комсомольскинче ятарлă проектпа нумай çул тапса тăракан çăлкуç таврашне тирпей-илем кĕртнĕ. Унта кӳршĕ ялсенчен те шыв патне килеççĕ.
Комсомольски районĕнче пурăнакан аслă ăрури çынсем çак вырăна ачаранпах ас тăваççĕ. Кунта ăш пиçсен те, шăрăх кун пит-куçа çуса илме те, шыв тултарма та час-часах çӳренине калаççĕ. Тахçантанпах пĕр иксĕлми тапкан çăлкуç таврашне яланах тирпейлесе тăнă. Палăртса хăварас килет, çак ĕçе Комсомольскинче пурăнакан Юрий Митюков пуçарăвĕпе пурнăçланă. Ун чухне кунта çăлкуçа юхма икĕ бетон ункă вырнаçтарнă. Алă айĕнчи материалсемпе усă курса беседка тунă, ун тавра карта тытнă, ачасене ярăнса киленме качели ăсталанă. Кану вырăнне те ывăлĕн ячĕпе «Тимоша» ят панă. Сăмах май çăлкуçа юсаса тирпейленĕ хыççăн уçнă кун кунта Митюковсем çемйипех пулчĕç. Арçын ача хĕрлĕ хăйăва касрĕ, «Родник» сăвă каласа пачĕ.
«Тимоша» ятпа пĕлекен çăлкуç çак кунсенче районта пурăнакансене çĕнĕ сăн-сăпатпа кĕтсе илчĕ. «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн хастарĕсем ятарлă проект пулăшнипе çак вырăна хăтлăх кӳнĕ.
Çулкуç патне çитерекен сукмак такăр анчах та çутçанталăк ырлăхĕ малашне те савăнтартăр тесен хăйне те пулăшу кирлĕ иккен. Çапла пĕтĕмлетӳ тунă кунта пĕлтĕр субботник йĕркеленĕ май вĕсем. Таса шыв патне пыма та кансĕр, таврашĕнче те тасамарлăх пухăннă. Çавăнпа та хастарсем май тупса çак вырăна йĕркене кĕртме шутланă. Телее, «Молодая Гвардия» пĕрлешӳ тăратнă проект Раççейри пĕр пысăк компани йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ, грант илме тивĕçнĕ. Çав укçа-тенкĕ-пе пысăк ĕçе пуçăннă та. Чи малтанах çӳп-çупа пуçтарса тиесе тухнă, çăл таврашне тирпейленĕ, кивелнĕ картана çĕннипе улăштарнă, сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Ачасем валли те канмалли вырăна хăтлăлатнă, килен-каян валли меллĕрех пултăр тесе çĕнĕ беседка вырнаçтарнă. Спорт лаптăкĕнче волейболла е футболла вылямалли вырăн тунă. Ку ĕç пĕтĕмпех сиплĕ шывпа тапакан çăлкуçа тав туни те, вырăнти халăха çутçанталăк ытамĕнче канма май туса пани те, терĕç уява килнисем.
Пĕтĕмлетсе калас пулсассăн, ĕçе «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн ертӳçи Василий Кокарев ертсе пынипе пурнăçланă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пур ĕçе те Комсомольски район тата ял тăрăхĕн администрациĕ- семпе килĕшӳллĕн, ял çыннисемпе канашласа пурнăçласа пынă.
— Çăлкуçа тасатса тирпейлес шухăш пĕлтĕрхи август уйăхĕнче тĕвĕленчĕ. Çак вăхăтра эпир шăпах вырăнти уйрăм хастарĕсемпе пĕрле çăлкуç тапса тăракан вырăна тирпейлерĕмĕр. Унтан чылай ăпăр-тапăр пуçтартăмăр, ăна пĕтĕмпех тиесех тухрăмăр. Çак вырăна çĕнĕ сăн кĕртес килчĕ. Шухăша пурнăçа кĕртес тесе проектпа смета документацине хатĕрлерĕмĕр, конкурса хутшăнтăмăр. Телее, пирĕн проекта ырларĕç, эпир çĕнтертĕмĕр. Уйăрнă укçа-тенкĕпе канмалли вырăна хăтлăлатма пултартăмăр. Çакна халĕ кашниех хаклама пултарать. Кунта канма та, ларса чей ĕçме те, спорт вăййисене выляма та услови пур. Вăй çитернĕ таран пурнăçланă ĕçе хаклама çеç пултарасчĕ. Кашниех каннă хыççăн ăпăр-тапăра пуçтарса кайсассăн, хăйĕн хыççăн тирпейлесе хăварсассăн ушкăнпа пурнăçланă ĕç ĕмĕрлĕхех упранса юлĕ. Пурте пĕрле тăван тăрăх аталанăвĕшĕн тăрăшасчĕ. Вăл çулран çул чечекленсе пытăрччĕ, — терĕ проект ертӳçи Василий Кокарев. Маттур ертӳçи пирки каласа хăварни те вырăнлă пулĕ. Вăл Комсомольскинче çуралса ӳснĕ. Кунта унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ иртнĕ. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче ăс пухнă Василий. Пĕлĕвне Чăвашпатшалăх ял хуçалăх институтĕнче ӳстернĕ, аслă пĕлӳ илнĕ. 2015-2021 çулсенче Василий Кокарев республикăри медицина катастрофийĕпе васкавлă пулăшу центрĕнче тăрăшнă. Юлашки вăхăтра вăл «Пульсторг» ООО директорĕнче ĕçлет. Василий Кокарев Чăваш республикин Патшалăх Канашĕ çумĕнчи çамрăксен обществăлла палатин председателĕн çумĕ, регионти «Молодая Гвардия» уйрăмĕн хастарĕ.
Маттур та пуçаруллă ентеше «Молодая Гвардия» Комсомольски уйрăмне ертсе пыма шаннă. Вăл хăй тавра чи хастар 25 шкул ачине пуçтарма пултарнă. Вĕсем пурте пĕрле вун-вун акцие хутшăнаççĕ, конкурссенче палăраççĕ. Çамрăк гвардеецсем пĕр обществăлла ĕçрен те пăрăнмаççĕ.
Вĕсем тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе хастар, субботниксене тăтăшах тухаççĕ. Социаллă, патриотизмла акцисенче вĕсене çитекеннисем çук. 2021 çулхи кăтартусемпе çамрăк гвардеецсен ушкăнĕ республикăра чи маттуррисем пулнă, вĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Кану вырăнне çĕнетнĕ чухне те айккинче юлман çамрăксем. Пур ĕçе те хутшăннă. Ахальтен каламан «Пĕччен суран—типсе пырать, халăх сурать—кӳлĕ пулать» тесе.
Вырăнта тата çывăхри ялсенче пурăнакансем çăлкуç патне яланах çӳренĕ те, çӳреççĕ те. Йĕпе-сапаллă çанталăкра тухса кĕме кансĕр пулнăран кунта илсе çитерекен çула хăтлăлатни çав тери кирлĕ. Çавăнпа та Кĕтне урлă каçса çӳреме кĕпер тăвассине ятарлă программăпа килĕшӳллĕн пурнăçласшăн. Шухăшлани пурнăçа кĕрессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ ял çыннисем. Унта хăйсем те тӳпе хывма хатĕр.
А. ЕФРЕМОВА.