Понедельник, 29 апреля

Ĕçсем малалла пыраççĕ

Ĕçсем малалла пыраççĕ

Çанталăк пĕр евĕрлĕ тăмасть пулин те районти ял хуçалăх предприятийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Майăн 5-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсенче пурĕ 486 гектар çурхи тулă,  487 гектар урпа,  131 гектар сĕлĕ,  50 гектар пăрçа,  10 гектар вика,  5,8 гектар кишĕр акнă. 2893 гектар нумай çул ӳсекен курăксене,  1188 гектар кĕр тыррисене,  2400 гектар çĕртмене сӳреленĕ. 1128 гектар нумай çул ӳсекен курăксене,  2534 гектар кĕр тыррисене апатлантарнă. «Дружба» ЯХПК 100 гектар хĕвелçаврăнăшĕ,  «Труд» ЯХПК 15 гектар,  «Слава» ЯХПК 20 гектар пĕр çул ӳсекен курăксем акнă.

Çĕрулми вăрлăхне яровизацилеме кăларасси,  пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсен вăрлăхĕсене имçамласси пырать.

Р.Басников.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *