Понедельник, 29 апреля

Вут-çулăм витĕр тухнă,  мирлĕ ĕçре вăй хунă

Йĕри-тавра снарядсем шартлатса çурăлнă,  пульăсем шăхăрса вĕçнĕ вăхăтра çыхăну йĕркелес тесе хырăмпа шунă чухне Ревокат Моисеев салтак пурнăçпа вилĕм çинчен шутланă-ши; Кун пирки паян хăй те татăклăн калаймасть. Анчах та вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса 100 çула çити пурăнса çитесси пирки шухăшлама та пултарайман,  паллах.

1942 çулта вăл Жиздра юханшывĕ патĕнче пĕрремĕш вăйлă çапăçăва хутшăнать. Самолетсем уласа килсе бомбăсем пăрахнă,  таврара çĕр кисренсе тăнă вăхăтра салтак хăйне мĕнле туйнине çав лару-тăрура пулса курнă çын çеç каласа параять пулĕ. Ревокат Моисеев каярах Орел,  Курск пĕккинчи тата ытти çапăçусене те хутшăнать. Анчах та пуçласа вут-çулăм авăрне лекни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Йывăр аманнă хыççăн Ревокат Прохорович госпитале лекет. Унтан сипленсе тухнă хыççăн ĕмĕрĕпех мирлĕ ĕçре тăрăшать. Ăна вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхшăн II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă   орденĕпе тата нумай медальсемпе наградăланă. Орден-медальсем унăн кăкăрне илем кӳреççĕ.

Перекет банкĕн системинче ĕçленĕ вăхăтрах вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Çамрăксемпе,  ачасемпе тăтăшах тĕл пулса вĕсене çарпа патриотизмла воспитани парас енĕпе ĕçленĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсенче вăрçă тематикипе статьясем  нумай пичетленĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă сăнне хăйсен куçĕпе курнă çынсем юлмарĕç те ĕнтĕ. Ревокат Прохоровича Çĕнтерӳ уявĕ ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх,  вăй-хал,  пурнăçра ăнăçу сунатпăр.

Г.Юрьев.

Ревокат Прохорович Моисеев:

«Аслă Çнтерĕвĕн 77-мĕш çулне  хавхалануллă кăмăлпа кĕтсе илетĕп.  Яланхи пекех,  майăн   9-мĕшне Çĕнтерӳ парадĕнче çынсемпе пĕрле  уявлас килет.  Çак уяв пуриншĕн те чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине  çирĕппĕн шанатăп. Вăрçă  çулĕсем чĕрере тарăн йĕр хăварчĕç. Çулсем хыçа юлсассăн та вĕсем манăçмаççĕ. Хаяр вăрçă кунĕсем  пирки тăтăшах аса илетĕп,  ачасене,  мăнуксене каласа паратăп,  шкул ачисемпе те чылай тĕл пулу ирттернĕ. Çак çула çитме пултарнăшăн Турра тав тăватăп. Пурне те мирлĕ пурнăç,  тăнăçлăх сунатăп. Аслă Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлатăп!».

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *