Понедельник, 22 апреля

Ултă салтакран иккĕшĕ çеç таврăннă

Ултă салтакран иккĕшĕ çеç таврăннă

Асанкасси ялĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 446-ăн тухса кайнă,  217-шĕ çеç тăван яла таврăннă. Йывăр хуйхă кашни çемьенех пырса кĕнĕ.

Çак ялти Салаевсен çемйинче (Федора Ефремовнăпа Осип Филиппович)  çичĕ ывăл  та пĕр хĕр кун çути курнă. Вĕсенчен пĕри,  чи кĕçĕнни,  Миша,  шатра чирĕпе йывăр чирлесе виçĕ çултах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Якку,  Куля,  Демьян,  Эрхип,  Макçăм,  Ваççили тата Наçтуç чиперех пурнăç çулĕ  çине тухнă. Тăрăшуллă та ĕçчен,  сăпайлă çемьере çитĕннĕ Салаевсен ачисем. Анчах та вăрçа пула вĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех тепĕр май çаврăнса кайнă. Осип  Филипповичăн ултă ывăлĕн те вăрçă  хирне тухса кайма тивет. Киле вара  Макçăмпа Ваççили анчах çĕнтерӳпе таврăнаççĕ. Тăваттăшĕ çамрăклах,  тăван килтен аякра,  ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупаççĕ. Çĕнтерӳ кунĕ çывхарса килнĕ кунсенче вĕсен шăпине пăртак та пулин  тишкерни вырăнлă пулĕ тетĕп.

Яков Осипович Салаевсен чи асли,  вăл 1902 çулта çуралнă. Вăрçăн малтанхи кунĕсенчех йывăр çапăçусенче пулать,  паттăрлăхпа палăрса тăрать. 1943 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи тепĕр тытăçура ĕмĕрлĕхех пурнăçран уйрăлса каять. Малтан паттăр  салтака Ленинград облаçĕнчи Волхов районĕнчи Чарницы ялĕнче пытараççĕ,  карахпа ăна Зеленец ялĕнчи масара куçараççĕ.

Николай Осипович Яковран икĕ çул кĕçĕнрех,  1904 çулта çуралнă. 1942 çулхи августăн 9-мĕшĕнчи çапăçура йывăр аманать,  сурансене пула текех вăрçă вутне кĕреймест. Вăл Калуга облаçĕнчи Чернышево ялĕнчи масар çинче ĕмĕрлĕхех канлĕх тупнă.

Салаевсен тепĕр ывăлĕ — Демьян Осипович,  1910 çулта çут тĕнчене килнĕ. Унăн шăпи çемьешĕн чи йывăрри. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа çак салтак хыпарсăр çухалнисен шутĕнче тăрать.

Ку çемьери тăвттăмĕш ачи — Архип Осипович,  1918 çулта çуралнă. Вăл та 1943  çулхи январĕн 16-мĕшĕнче йывăр çапăçура  пуçне хурать. Ăна Ленинград облаçĕнчи 2-мĕш рабочи поселокĕнчи масара пытарнă.

Çак салтаксен шăпине анлăрах çутатса пама нимĕнле майсем те çук,  вĕсене вăрçă  хăйĕнпе илсе кайнă. +итменнине сăнӳкерчĕкĕсем те упранса юлман.

Осип Филипповичăн тăшмана çĕнтерсе  киле таврăннă икĕ ывăлĕ çинчен  ытларах çырма майсем пурах.

Çулĕпе шутласан Салаевсен пиллĕкмĕш ывăлĕ Максим Осипович 1920 çулхи августăн 16-мĕшĕнче çуралнă. Асанкассинчи çичĕ çул вĕренмелли шкултан свидетельство  илсе тухсан çамрăк каччă Канашри педагогика  училищинче пĕлĕвне малалла  ӳстерет. 1938 çулта алла учитель дипломĕ илет.  Йĕпреç районĕнчи Эпеç шкулĕнче ачасене математика предметне вĕрентме тытăнать.  Çулталăкранах Макçăма çар службине илеççĕ. Çак çамрăка та вăрçăн вут-çулăмĕ хăйĕн аллинчен вĕçертмест. Артиллерист-зенитчик тивĕçне пурнăçлама тивет унăн. 1942 çулта паттăр салтака «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденпа наградăлаççĕ. Каччă «За боевые заслуги» медале те тивĕçет. Вăрçă çулĕсемпе çыхăннă тата тăватă медаль те панă Макçăма. Çĕнтерĕве лейтенант званийĕпе кĕтсе илнĕ вăл. Вĕсен чаçĕ ГДРти Люксембургра тăнă тапхăрта Максим Осипович пирĕн офицерсен ачисене те икĕ çул вĕрентнĕ.

Яла таврăнсан математика учителĕнче,  директор заместителĕнче,  шкул директорĕнче,  нумай çул ют чĕлхе учителĕнче тăрăшнă. 1956 çулта вăл Горькинчи педагогика институтĕнче ют чĕлхе факультетне пĕтерет. Унăн ĕçне нумай-нумай  грамотăсемпе чысланă.

1980 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Максим Осиповичăн чĕри тапма  чарăннă. Унăн мăшăрĕ Анна Дмитриевна  пирки те асăнмасăр хăварма çук. Вĕсем 1946 çулта  çемье чăмăртанă. Анна Дмитриевна та  вĕрентӳ ĕçĕнче ырми-канми тăрăшнă. Çак çемьере ултă ача,  тăватă хĕр те икĕ ывăл çут тĕнчене килсе пурнăç çулĕ çине тухнă. Ултă ачаран  пиллĕкĕшĕ  ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илнĕ — вĕсем те педагогсем.

Салаевсен кĕçĕн ывăлĕ василий Осипович,  вăл 1924 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче кун çути курнă. Ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ. Каярахпа Шупашкарти музыка  училищинче вĕреннĕ. Фронта 1942 çулта каять. Шăпи япун вăрçине те илсе çитерет. Карап çинче те службăра пулать вăл.  Япун çарĕсене çĕнтерсен Порт-Артурта çар службинчи тивĕçне малалла пурнăçлать. Фронтран таврăнсан Асанкассинчи Полина Осипенко ячĕллĕ артельте вăй хурать. Пурнăç кустăрми кусать те кусать — ăçта кăна çитсе курман пулĕ Василий Осипович хăйĕн çемйипе,  мĕнле кăна ĕçре вăй хуман пулĕ вăл,  художествăлла пултарулăхра уйрăмах палăрнă. Çавăнпах пулĕ унăн килĕнче музыка инструменчĕсем  нумай пулнă% сĕрме купăс,  домра,  балалайка,  хуткупăс,  баян. Килĕнче музыка сасси янăраса кăна тăнă.

Василий Осипович пурнăçĕ 2004 çулта татăлнă. Сакăрвунă çулхи вăрçă тата ĕç ветеранĕ çак вăхăтра Томск хулинче хăйĕн çемйипе пурăннă. ,çне хакласа панă медальсем,  грамотăсем нумай унăн.

В.ГАВРИЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *