Понедельник, 22 апреля

Класĕпех фронта тухса кайнă

Класĕпех фронта тухса кайнă

1941 çулхи  çуллахи кунсенче Комсомольски вăтам шкулĕн пурнăçĕ курăмлă ĕçсемпе палăрса тăнă. Ачасем пĕрремĕш хут 10 класс пĕтернине çирĕплетекен аттестат алла илнĕ.

Вăтам шкул пĕтернисем хушшинче Комсомольскинче çуралса ӳснĕ Василий Краснов та пулнă. Вăл 1921 çулта кун çутине килнĕ.  Ку çемьере тăватă ача,  виçĕ ывăлпа пĕр хĕрача,  çуралнă. Матренăпа Ефрем вĕсем тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе сахал мар тăрăшнă,  кĕçĕнни Василий вăтам шкула çӳренĕ,   сăпайлă,  тӳрĕ кăмăллă,  ĕçчен каччă çитĕннине асăрхаса  ашшĕ-амăшĕ савăннă.

Алла аттестат илнĕ ачасен савăнăçне,  тĕллевĕсене,  ĕмĕчĕсене нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине  сĕмсĕррĕн тапăнса кĕни  пĕр туххăмрах сӳнтерсе хунă. Красновсен ратнинче пĕрремĕш хут вăтам  шкул пĕтернĕ ачасем класĕпех,  пурте пĕр шухăшлă пулса,  фронта тухса кайни çинчен çирĕплетсе калаççĕ. Мĕншĕн тесен  шкул пĕтернисем хушшинче  Василий Краснов та пулнă. Сăнӳкерчĕкре шăпах çав ачасем,  вĕсене фотограф 1941 çулта ӳкерсе илнĕ.       Çӳлтен иккĕмĕш ретре,  сылтăмран иккĕмĕшĕ — Василий Ефимович Краснов. Çĕнтерӳ  кунĕ умĕн унăн çар службинчи пурнăçĕпе кăсăкланар-ха. Фронтра вăл 1941 çултанпах. Малтан Хĕвеланăç фронтĕнче фашитсене аркатать. 1942 çулхи сентябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Сталинград фронтĕнче  юнлă çапăçусенче пулать. 1943 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа Центр фронтĕнче,  кунта та пысăк паттăрлăхпа палăрса тăрать.  Çак çулах,  ноябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа,  Украина фронтĕнче салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлать. Пĕрремĕш хут Мускав çывăхĕнчи çапăçусенче йывăр аманать,  ку 1942 çулхи  февраль уйăхĕнче пулнă. Тепрехинче Сталинград çывăхĕнчи тытăçусенче (каллех февраль уйăхĕнче) 1943 çулта аманса сипленет.

Ентеш разведчик-наблюдатель тивĕçне чыслăн пурнăçласа пырать. Оптика разведкин взводĕнче (вăл артиллери дивизионне кĕнĕ) службăра  тăрса,  вăтам пĕлӳллĕ специалист хăйне пур енчен те лайăх енчен кăтартса панă. Малти линисене  оптикăпа усă курса,  сăнаса тăнă чухне хăвна хӳтĕлеме те пĕлмелле. Е снаряд вĕçсе килет,  е бомба çывăхрах çурăлать — çакна Василий лайăх пĕлнĕ.

Çав вăхăтрах  пысăк чăтăмлăхлине,  хăйĕн службине лайăх пĕлнине кăтартса панă. Çакă,  паллах,  нимĕç салтакĕсем хăш вырăнта пытанса тăнине хăвăрт тупма нумай пулăшнă. Акă,  сăмахран,  Гороховка патĕнчи çапăçусем пынă вăхăтра тăшманăн ушкăнĕсене тупса,  хăвăрт пĕтерсе хума май панă. Ентешĕн паттăрлăхне «Хĕрлĕ Çăлтăр»  орденĕпе хакланă.

1945 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Василий йывăр аманать. Ăна виçĕ хутчен те операци сĕтелĕ çине вырттараççĕ,  анчах пурнăçне  çăлса хăвараймаççĕ: Василий Ефремович 1945 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Ăна тепĕр хутчен «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе наградăлаççĕ,  анчах вилнĕ хыççăн. Çĕнтерӳ кунĕ çитме вара 55 кун кăна пулнă. Василий Краснов гварди сержанта Польшăри Ченстохов хулинчи масара пытарнă.

В.ГАВРИЛОВ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *