Вторник, 23 апреля

Çуркуннепе ĕç уявĕ анлăн иртрĕ

Майăн 1-мĕшĕ йăлана кĕнĕ пекех тĕрлĕ ĕçре вăй хуракан тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештерет. Вăл çут çанталăк чĕрĕлĕвĕпе ĕç мухтавĕн,  ăшпиллĕхĕпе пĕр шухăшлăх уявĕ.

 Майăн 1-мĕшĕ ĕçе тата пуçарулăха палăртакан чи юратнă кун пулни  район центрĕнче иртнĕ  уявра тӳрремĕнех курăнчĕ.  Çуркунне тата Ĕç уявĕнче  пĕтĕм халăх урама тухса савăнăçлă утса иртрĕ.  Ача садне çӳрекенсем,  шкул ачисем,  ĕç коллективĕсем,  çар уйрăмĕсен ветеранĕсем,   волонтерсем,   уйрăм çынсем — пурте пĕрле хаваслă кăмăлпа савăнса утрĕç. Алăсенче тĕрлĕ тĕслĕ шарсем,  чечексем,  хăюсем…

Пухăннисене сцена çинчен район пуçлăхĕ Ремис Мансуров,  район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ  Юрий Митюков,  районти ветерансен канашĕн председателĕ Юрий Тимофеев,   профсоюз организацийĕсен районти  координаци канашĕн председателĕ Дмитрий Галкин  уявпа саламларĕç,  ĕçре ăнăçу сунчĕç.

Районти культура ĕçченĕсем,  «Островок» ташă ушкăнĕ,  Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен кадечĕсем куракансене юрă-ташăпа савăнтарчĕç.   Коронавирус  чирне пула юлашки çулсенче уявсене ытларах онлайн мелпе ирттернĕрен  кăçал Çуркунне тата  Ĕç уявне паллă тума çынсем чăннипех те йышлăн тухнине палăртса хăвармалла.  Пухăннисем унта савăк юрă итлесе савăннипе пĕрлех,  суту-илӳ тăвакан палаткăсенче те чылай тавар туянчĕç  пулĕ. Çак кун районти райпо,  «Хлебозавод» ООО ĕçченĕсем тĕрлĕ тавар сĕнчĕç.

Пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр!  

А.АНТОНОВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *