Иртнĕ эрнере районти тĕп библиотекăра «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» çĕнĕ кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Çак кĕнеке пирĕн ентешсем, паллă таврапĕлӳçĕсем А.Г.Агафонов, В.Я.Григорьев, В.С.Васильев тата Комсомольски район администрацийĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе кун çути курнă. Кĕнеке, чăннипех те, историпе пуян. Кунта ентешсем пирки нумай çĕннине пĕлме пулать.
Кĕнеке презентацине Анатолий Агафонов таврапĕлӳçĕ, культура ĕçченĕсем, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ- сем, педагогсем тата район çыннисем хутшăнчĕç. Ентеш кĕнеке историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. «Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» кĕнекен кун çути кăтартас тесе тăрăшнă çынсене ятран асăнчĕ, тав турĕ.
— Пĕрремĕш кĕнеке вулакансем патне çитрĕ, аван. Эпир вара тата иккĕмĕш кĕнекене те пичетлесе кăларас тĕллевлĕ. Кун пирки районта пурăнакансем сĕнӳпе те тухрĕç. Нумай çын хăйсен ăрăвĕн историне пĕлесшĕн. Çавăнпа та иккĕмĕш кĕнекене те пичетлесе кăларасчĕ», — терĕ Анатолий Герасимович.
«Ревизские сказки. Жители села Комсомольское» кĕнеке Аслă Каçалта пурăннă çынсен списокĕпе çеç мар, вăл район историйĕпе пуян. Унпа пĕрлех кунта 1816 çултанпа чиркӳре çурални çинчен, вилнине çирĕплетекен, венчете тăнине паллаштаракан документсем пур. Кĕнеке страницисене уçса пынă май паллакан нумай хушамат куç умне тухать. Ăçта, хăçан, кампа; Пĕтĕмпех çырса кăтартнă унта.
А.Антонова.