Пятница, 12 апреля

Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Таврара пулсан тасалăх – хамăршăнах лайăх

Çуркунне çитрĕ. Юр ирĕлнĕ хыççăн унта та кунта тасамарлăх, çӳп-çап çиеле тухрĕ. Урамсенче, автоçул, тротуар  айккисенче çӳп-çап, бутылка, пакет, хут выртнине кашниех асăрхатпăр ĕнтĕ. Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кӳресчĕ, хамăра утса çӳреме кăмăллăрах пултăр.  

Вĕсене тасатма çулсерен субботниксем ирттересси йăлана кĕнĕ те. Çавăнпа та пирĕн районта пурăнакансем тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕçе çак кунсенче пикенессе шанатпăр.  Предприятисемпе организаци ĕçченĕсем, уйрăм çынсем  те çывăх вăхăтра субботник ирттерсе  таврари территорие тасатма тухаççех.

Пурăнакан, ĕçлекен, куллен утса çӳрекен вырăн таса та тирпейлĕ пулни хамăршăнах лайăх ĕнтĕ. Анчах та хамăр ум илемлĕ пултăр та ытти-хытти тарама текенсем те тупăнаççĕ.  Çӳп-çапа çывăхри çырма-çатрана, вăрмана кайса тăкни те тĕл пулать. Йăлара усă куракан каяшсем валли лартнă контейнерсене çулçăсемпе, çапăсемпе тултарса хураççĕ.

Çанталăк кунран-кун ăшăтса пырать. Ку вăхăтра вара çӳп-çапа, типĕ курăка çунтарни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та тавралăха тирпей-илем кĕртнĕ чухне асăрхануллăх мерисене те çирĕп пăхăнмалла.

Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *