Çанталăк кунсерен ăшăтса пырать. Юр айĕнчен пĕтĕм тасамарлăх, иртнĕ çулхи типĕ курăксем тухаççĕ. Халăх хăйсем пурăнакан вырăна, урамсемпе пахчасене тирпей-илем кĕртме пуçлать. Çынсем çӳп-çапа,типĕ çулçăсемпе курăка çунтарма тăрăшаççĕ. Çакна шута илсе ЧР Министрсен Кабинечĕ пушар хăрушлăхĕ çинчен ятарлă постановлени кăларнă. Унпа килĕшӳллĕн, апрелĕн 15-мĕшĕнчен республикăра пушар тухасран асăрханмалли уйрăм тапхăр пуçланать. Çав вăхăтран вăрманта тата ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме, типĕ курăка, çӳп-çапа çунтарма юрамасть. Унсăр пуçне çанталăк условийĕсене кура IV тата V класпа палăртнă пушар тухас хăрушлăх пур чухне вăрмансене кĕме те чараççĕ. Асăннă йĕркесене пăсакансене РФ Административлă кодекспа килĕ шӳллĕн явап тыттараççĕ. Пушар тухас хăрушлăх пур вăхăтра кăвайт чĕртнĕшĕн, типĕ курăка çунтарнăшăн уйрăм çынсене 2—4 пин тенкĕ, должноçри çынсене 15—30 пин тенкĕ, юридици енчен вăйра тăракансене 200—400 пин тенкĕ штраф тӳлеттерме пултараççĕ.
Шăрăх та типĕ вăхăтсенче вут-кăварпа асăрхануллăрах пуласчĕ. Пушар хăй хыççăн нимĕн те хăварманнине шута илесчĕ.
В.Давыдов,
районти пушар надзор уйрăмĕн начальникĕ.