Юрлакан чĕресем, пултаруллă çынсем

«Кубняночка» вокалпа эстрада ансамблĕ çинчен район хаçатĕнче час-часах çыратпăр. Ансамбль 1987 çулта вăй илнĕ. Унăн репертуарĕнче 100 яхăн юрă — вырăс, чăваш классикĕсен произведенийĕсем те,  аранжировка тунă халăх юррисем те пур.  Ушкăн яланах пултарулăх шыравĕнче. Унсăр пуçне  районти, республикăри, Раççейри тата халăхсем хушшинчи  конкурссемпе фестивальсене те хастар хутшăнать. Акă кăçал  та пултарулăх ушкăнĕ Чăваш Республикин  Культура министерстви кашни  3 çулта ирттерекен мероприятире хисеплĕ ята хӳтĕлеме  хатĕрленет.

Ансамблĕн ертӳçисем — Альбинăпа Виктор Кокшинсем. Виктор Александрович районти пултаруллă  специалистсенчен пĕри.  Юрăпа ташă ансамблĕ «халăх» ята тивĕçнинче унăн тпи пысăк. Культура çуртĕнчи музыка инструменчĕсене те вăлах йĕркелесе пăхса тăрать. Пысăк шайри мероприятисенче эпир ăна «пульт» умĕнче куратпăр. Вăл оборудование  пăхса тăрать, ертсе пыракан ушкăнсене  сцена çине йĕркелесе кăларать, хăй те ăста юрлать. Çавăнпа та, Альбина Васильевна каланă тăрăх, пысăк концертсем умĕн Виктор Александровичăн ĕçĕ пуринчен малтан пуçланса  кайран вĕçленет. Вăл аранжировкăпа тухăçлă ĕçлет, юрă çырма е музыка инструменчĕсен ыйтăвĕсемпе пыракансене  яланах пулăшать.

Альбина Васильевна пирки калас пулсан,  ансамбль «чĕри» тесен тĕрĕс пулать. Вăл кашни артистăн  хăйнеевĕрлĕхне шухăш-кăмăлне, пурнăç йĕркине шута илме тăрăшать,  ансамбле çӳрекенсене ушкăна пухать. Репертуарти юрăсене юханшыв юхăмĕ пек тикĕс пуличчен «пĕçерсе» туптама тăрăшать.

— Альбина Васильевна, эсир ертсе пыракан ансамбльте пултаруллă юрăçсем нумай. Эсир пултарулăха аталантаратăр е çутçанталăкран талантлисене çеç ушкăна йышăнатăр;

— Кирек мĕнле хаклă чула та маçтăр якатса хитрелетет. Çыннăн таланчĕпе те,  куракана чăн савăнăç парнелетĕр тесен, ĕçлемелле. Шăпах репетицисенче эпир сасса, артикуляцине, юрлассин хăйнеевĕрлĕхне, сывлăш çавăрассин вăйĕпе тикĕслĕхне, сцена çинчи тыткаларăша туптатпăр. Пирĕн ушкăна килекенĕн Турă пани пулни вара маншăн пысăк савăнăç, парне. Сцена çине тухма чăн малтанах чĕре туртăмĕ, музыка енчен аталанма кăмăл пулмалла тата репетицисене çӳреме вăхăт тупмалла. Ушкăнпа юрлаканăн  яваплăхĕ те пысăк. Çакна туймалла, йышăнмалла. Юрă-кĕвĕне чĕререн ăнлансан сасса йĕркелеме пулать.

Кашни ансамбле çӳрекен çинчен уйрăм каласа хăвармаллах тесе шутлатăп.

Петр Зайцев — хорăн опытлă ертӳçи. Ĕçлеме пуçласанах унăн пуян опычĕ, сĕнӳ-канашĕсем мана ертӳçĕ пулма пулăшнă. Паянхи кун та унăн тимлĕхĕ мана хавхалантарать, ăсталăха тата та аталантарма хистет.

Нина Зайцева хорта юрланисĕр пуçне, концертсенче сăвăсем вулать, хăй çырнă сăвăсемпе те паллаштарать. Юрлакансене çуралнă кунпа саламлас йĕркене тытса пырать. 2014 çулта Алтай тăрăхĕнче вунă кун гастрольте пултăмăр. Эпир ăçта пулнин, камсемпе тĕл пулнин хроникине Нина Яковлевна питĕ тĕплĕн çырса пычĕ. Вăл çырса пынисем мана район тата рес- публика хаçачĕсенче пичетленĕ статьясене, радиопередачăсен кăларăмĕсене хатĕрленме питĕ пулăшрĕç.

Антонина Дмитриева — аслисен ушкăнĕн старости. Гастрольсене тухса çӳренĕ чухне тата кану каçĕсене йĕркелеме пулăшать,  участниксене вĕри апатпа вăхăтра тивĕçтерессине питĕ яваплă тимлет.

Маргарита Федорова, хăй те нумай çул  ертӳçĕре ĕçленине кура, пирĕн йывăрлăхсене лайăх ăнланать, тĕрлĕрен ыйтусене татса пама, ăшă та лăпкă сăмахпа ушкăнра тепĕр чухне пулакан тавлашуллă самантсене сирсе  яма пулăшать.

Галинăпа Михаил Буслаевсем — илемлĕ те пултаруллă мăшăр. Вĕсен пурнăç опычĕ, паллах, çамрăксемшĕн питĕ паха. Мăшăр çемье вучахне упраса, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса пушă вăхăта обществăшăн усăллă, хăйсемшĕн чĕрене пыракан ĕç тума яланах вăхăт тупма май пуррине çирĕплетсе параççĕ. Буслаевсен дуэчĕ шăрантаракан юрăсене  юратса итлекенсем, паллах, нумай.

Галинăпа Валерий Ванюркинсем маттур та пултаруллă культура ĕçченĕсем. Иккĕшне те Турă илемлĕ сасă, кĕвĕ туйăмĕ парнеленĕ. Çавна май вĕсене час-часах район центрне «турткалатпăр». Юрлакансем хушшинче арçынсем сахаллипе — Валерăна, иккĕмĕш сасăпа тĕрĕс  юрлама вĕренме кашниех пултарайманнипе — Галинăна.

Луиза Петрова лартнă тĕллеве тĕрĕс ăнланса вăхăтра, тĕплĕ пурнăçлама тăрăшать. Ансамбле çӳрекенсемпе эпир мессенджерсем урлă çыхăну тытатпăр. СМС-не чи малтан вуласа çийĕнчех хурав паракансенчен пĕри вăл. Дисциплинăна çирĕп пăхăнакан  ĕçе яваплăха ăнланса пурнăçлама хăнăхнă юрăçă çамрăксемшĕн лайăх тĕслĕх пулса тăрать.

Репетицисене эпир каçпа пуçтарăнатпăр. Светлана Ефимова,  Комсомольскинче пурăнман пирки, репетицисене тăтăшах çӳреймест. Ун вырăнне вăл вулакансене ансамбль пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма пултарать. Тĕрлĕ, уявсенче  сăнӳкерчĕксем туса  ансамбль фотохроникине пуянлатма пулăшать.

Светлана Орловăпа Елена Савельева ансамбле нумай çул çӳреççĕ. Ачаран вырăсла калаçса ӳснине пула чăваш юррисене вĕренме йывăртарах пулсан та нихăçан та алă усмаççĕ,  кăсăкланса чун-чĕререн юрлама тăрăшаççĕ. Светлана Геннадьевна ача чухне районти ача-пăча пултарулăх шкулĕнчи хореографи уйрăмĕнче вĕреннĕ. Юрăпа ташă композицийĕсем лартнă çĕрте вăл маттур. Елена Евгеньевна концертсене соло юрласа илемлетет.

Басниковсем: Иринăпа Радий ĕçре пысăк çитĕнӳсем тăвакан мăшăр. Хамăр хушăра час-часах: «Эсир  профессисене тĕрĕсех суйласа илнĕ-ши?» — тесе шӳтлени те пулкалать. Сцена çинче ытла та килĕшӳллĕ тытма пĕлеççĕ вĕсем хăйсене.

Екатерина Макарова вара — «иккĕмĕш Луиза Варнавна». Питĕ сăпайлă, тăрăшуллă, дисциплинăна çирĕп пăхăнакан, яваплă хĕрупраç. Пĕрремĕш сасăпа çав тери лайăх юрлать. Ăна никампа та улăштарма çук.

Наталья Васильевăпа  Мария Волкова нумаях пулмасть çеç ансамбль ушкăнне хутшăнчĕç. Юрланă чухне куçĕсем йăлкăшни пирĕн ушкăн пайĕ пулас кăмăл пуррине палăртать. Хальхи вăхăтра вĕсем ансамбль репертуарĕпе  паллашса юрлама хăнăхаççĕ.

+амрăк аннесем, Марина Михеева тата  Елена Васильева  ачисене пăхакан пур чухне çеç репетицисене çӳрееççĕ. Йывăр пулсан та çыхăнăва çухатмаççĕ.  Вероника Макарова, репетицисене вăхăтлăх çӳреймест пулсан та, ансамбль ĕçĕ-хĕлĕпе шăнкăравласа кăсăкланать.

Коллектив — «пултаруллă çемье» текен каларăш тĕрĕсех.  Ушкăнри кашни çын  маншăн тăван пекех çывăх, хаклă. Эпир кăмăл-туйăм енчен пурте тĕрлĕрен пулсан та пĕр пысăк ĕç пурнăçлатпăр.

Коронавирус чирĕ сарăлнă пирки йышăннă хăрушсăрлăх мерисене пула юлашки çулсенче уçă мероприятисем сахал йĕркелерĕç.  Çавăнпа артистсен те онлайн майпа ĕçлеме вĕренме тиврĕ. Апла пулсан та тĕрлĕ фестивальсене хутшăнса тивĕçнĕ Дипломсен шучĕ хутшăнсах пырать. 2021 çулта коллектив  Урмаелĕнче иртнĕ «Урмай Залида» фестиваль, Ульяновск облаçĕнче йĕркеленĕ регионнсем хушшинчи «Малыклинский каравай» халăх пултарулăх фестивалĕн, дистанци мелĕпе ирттернĕ Воронеж облаçĕнчи Рамон поселокĕнчи патриотла юрăсен «О подвигах. О доблестях. О славе» фестивалĕн, Красноярск тăрăхĕнчи Казачинское салинче йĕркеленĕ «Акатуй» уявĕн, патриотла юрăсен «Не ради славы и наград» республикăри онлайн-фестиваль, республика шайĕнчи «Наследники традиций» онлайн-фестиваль, республикăри «Когда душа поет» онлайн-фестиваль, Пĕтĕм Раççейри  хорсен фестивалĕн регионти тапхăрĕн, Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм Раççейри «Песни военных лет» онлайн-фестиваль Дипломĕсене тивĕçнĕ. Шупашкар хулинче республика шайĕнчи «Крепки наши крылья» ваттисен фестиваль-конкурсĕнче лауреат пулса тăнă.

Ансамбле çӳрекенсем каланă тăрăх, вĕсем пурте юрлама юратаççĕ,  пĕрле пухăнса чунпа канаççĕ.  Концертсем хыççăн сцена çине кăларнă номерсене сӳтсе яваççĕ. Кăлтăксем пулсан çийĕнчех тӳрлетме тăрăшаççĕ.  Ушкăн наградисем нумай пулни лайăх. Куракансем хисеплени, вĕсем юрлакан юрăсене йышăнни, тăвăллăн алă çупни вара артистсемшĕн  — чи пахи.

Альбина Кокшина:

«Кубняночка» халăх вокал ансамблĕпе  пĕрле хутшăнса тухăçлă ĕçлекенсене, куллен пулăшса пыракансене,  концертсене курма хапăлласа  çӳрекенсене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир пире çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем сцена çине кăларма хавхалантаратăр.

«Кубняночка» вокалпа эстрада ансамблĕ кăçал 35 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавна май эпир кĕркунне чаплă мероприятисем йĕркелеме ĕмĕтленетпĕр».

Паянхи кун «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕнче 22 çын юрлать.  Унăн хăйнеевĕрлĕхĕ — ертӳçĕпе  аккомпаниатора та шутласа тăватă  çын çеç культура  ĕçченĕ пулни. Ыттисем тĕрлĕ  сферăсенче ĕçлеççĕ пулин те, çав тери  юрлама кăмăллаççĕ.  Коллективра пысăк опытлă юрăçсем пур, 4-шĕ  унта 35 çул çӳреççĕ.  «Кубняночка»  ансамбле çӳрекен ветерансемпе  çамрăксем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Унсăр пуçне  Комсомольски 2-мĕш вăтам шкул кадечĕсемпе тата районти ача-пăча искусство шкулĕ çумĕнчи «Вербочка» ансамбле çӳрекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Вĕсемпе пĕрле сцена çине илемлĕ те курăмлă номерсем кăлараççĕ.    Ансамбле йĕркеленĕ кунран пуçласа  паянхи кунччен коллектив 15 тĕрлĕ  тум  çĕленĕ тата                  туяннă.

С.ВИШНЕВА.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *