Паттăрсене асра тытса

«Единая Россия» парти пуçарнипе вĕренӳ учрежденийĕсенче Пĕтĕм Раççейри «Герой парти» проект пурнăçланать.

Пирĕн шкулта  та çак проекта пурнăçа кĕртес тесе апрелĕн 8-мĕшĕнче линейка иртрĕ.  Партăна çак ялта çуралса ӳснĕ  Аслă Отечественнăй вăрçăра Совет Союзĕн Геройĕ ята илнĕ, 1944 çулта Украинăна хӳтĕлесе пуç хунă паттăра, Константин Михайлович Антонова халалланă.

— Хамăр паттăрсен ячĕсене пĕлмелле, вĕсене асра тытмалла, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Пирĕн ял тăрăхĕнчен тухнă К.Антонов, Н.Будаков, И.Кабалин, И.Смирнов геройсен ячĕсене пурин те асра тытмалла, — терĕ Александровка ял тăрăхĕн депутачĕ А.В.Грачев.

— Питĕ шел,  Аслă Отечественнăй  вăрçăра çапăçнисен, тылран пулăшса тăнисен шучĕ çулсерен чакать. Çавăнпа та пирĕн вĕсем çинчен нумайрах пĕлесчĕ, вĕсене асра тытса сума сăвасчĕ, — палăртрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.А.Полякова.

— Питĕ те çамрăкла пуçне хунă пирĕн паттăр, вăл 20 çулта çеç пулнă. Çапах та хăйĕн пурнăçне çĕршывшăн, мирлĕ пурнăçшăн панă. Эпир ăна яланах асра тытăпăр, — пĕлтерчĕ хурлăхлăн К.М.Антоновăн йăмăкĕн хĕрĕ Т.И.Старостина.

— Эсир питĕ ырă ĕç тăватăр, тавах сире Костьăна манманшăн, сума сунăшăн, — терĕ куççульне шăлса, парта çинчи К.М.Антоновăн сăнӳкерчĕкĕ çине              пăхса геройăн тăван йăмăкĕ А.М.Старостина.

— Чи малтанах «Герой парти» хушшине ларма республика шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссен çĕнтерӳçисем, вĕренӳре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн    республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ  9-мĕш класра вĕренекен Кристина Кокшинапа Аня Невская тивĕç пулчĕç. Кайран партăна тепĕр класа парăпăр, — терĕ шкул директорĕн ĕçне вăхăтлăх туса пыракан Л.А.Петрова.

К.Кокшинăпа А.Невская хăйсене çавăн пек чыс тунăшăн тав турĕç, малашне те тăрăшса вĕренме, паттăра яланах асра тытма сăмах пачĕç.

М.Алексеева,

Александровка шкулĕн вĕрентекенĕ.

 

 

 

 

 

 

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *