Комсомольскисем — иккĕмĕш

Иртнĕ  шăматкун, апрелĕн 9-мĕшĕнче,  «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексне волейбол вăййине кăмăллакансем пуçтарăнчĕç. Спортсменсем Комсомольски районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Шурут-Нурăс  ялĕнче   çуралнă  Владислав Ильин вице-адмирал парнисене çĕнсе илессишĕн  республикăра 6-мĕш хут йĕркелекен  турнира хутшăнчĕç. 

Спорт ăмăртăвне  килсе  çитнисене район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Мускаври офицерсен «Сыны Отечества» обществăлла организацин членĕсем Владимир Степанов, Альбина Дьяконова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов,  «Кĕтне» ентешлĕх  председателĕ Валери Туркай, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç.  Турнирта ăнăçу сунчĕç.

Кăçалхи ăмăртура  ултă   команда тупăшрĕ. Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк, Патăрьел, Çĕрпӳ, Йĕпреç  районĕсенчен килсе çитнĕ  каччăсем мала тухма ăнтăлчĕç. Вăйăсем чăннипех те хĕрӳ иртрĕç, вылякансем — ăста, хавхалантаракансем — чылайăн. Апла пулин те Патăрьелĕнчен килнĕ спортсменсем ăстарах та вăр-вартарах пулчĕç. Вĕсем пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç, иккĕмĕш вырăнта — Комсомольски районĕн команди, виççĕмĕш Çĕрпӳ команди  пулчĕç. Çĕнтерӳçĕсене Кубоксемпе, Хисеп грамотисемпе, медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Çулсерен республикăра йĕркелекен турнир çӳллĕ шайра иртнине палăртса хăвармалла. Куракансем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класĕнче вĕренекенсем бал ташшине илемлĕ ташланине хаклама пултарчĕç. Çавăн пекех волонтерсем те спорт ăмăртăвĕнчен айккинче юлмарĕç.  Вĕренӳ, культура сферинче тăрăшакансем те хастарлăхпа палăрчĕç.  Пĕрле тăрăшса ĕçлени мероприятие кирлĕ пек йĕркелеме май парать те.

С.ВИШНЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *