Суббота, 20 апреля

Çĕнĕ сервис ĕçе кĕнĕ

Ачана пуçласа шкула яракансем пĕрремĕш класа çырăнассине халĕ Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕ урлă тума пултараççĕ. Çак сервис кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Çакăн çинчен Раççей вице-премьерĕ Дмитрий Чернышев пĕлтернĕ. «Ашшĕ-амăшĕ валли пĕрлехи формăна Цифра тата Вĕренӳ министерствисем килĕшсе татăлса хатĕрленĕ. Вăл ачана хăй пурăнакан вырăнта шкула кайма çырăнма май панипе пĕрлех çемьене тивĕçекен çăмăллăхсене те кăтартать», — палăртнă вăл.

Ашшĕ-амăшĕ паянах заявлени çырма, ăна харпăр хăй кабинетĕнче упрама пултарать. Çакă черете пăхăнма май парĕ. Официаллă майпа хăвăр пурăнакан вырăнти шкула йышăнма ыйтса заявление июнĕн 30-мĕшĕччен пама пултаратăр. Урăх çĕрти шкулсене вырнаçтарас тесен заявленисене июлĕн 6-мĕшĕнчен  пуçласа сентябрĕн 5-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

«Чăваш ен Раççейре çак сервиспа чи малтан усă курма пуçланă регионсенчен пĕри пулчĕ. Ку ачана шкула яма çырăнтарас тĕлĕшпе чылай çăмăллăх памалла», — палăртнă Чăваш Республикин  цифра аталанăвĕн, информаци политики тата массăллă коммуникаци министрĕ Кристина Майнина.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *