Пятница, 26 апреля

Цифра ресурсĕпе çывăхланĕç

Цифра ресурсĕпе çывăхланĕç

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен 14 çулран аслăрах ачасем хăйсем тĕллĕнех патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистрациленме пултараççĕ. Çакăн çинчен  РФ Правительство Председателĕ Михаил Мишустин постановление алă пуснă.

Çапла вара  шкул ачисене  цифра ресурсĕсемпе ĕçлеме май парать. Малашне ашшĕ-амăшне, ачасене хăйсене те документсем пуçтарма  тĕрлĕ инстанцисене çӳрессинчен хăтарĕ. Вĕсем шкултан киле мĕн вĕренме панине, хăйсен пĕлĕвне мĕнле паллăсемпе хакланине пĕлме пултарĕç, малалла вĕренме каймалли заведенисем пирки те çăмăллăнах информацисем тупĕç, ытти пулăшусемпе те усă курĕç. Регистрациленме СНИЛС, паспорт, мобильлĕ телефон номерĕ тата электронлă почта адресĕ кирлĕ. 14 çул тултарманнисем ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистраци тума пултараççĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *