Пятница, 15 ноября

Асăрханулăх инкекрен упрать

Асăрханулăх инкекрен упрать

Путвалсемпе нӳхрепсенче  кишĕр-чĕкĕнтĕр, çĕрулми лайăх упранаççĕ. Халĕ шăпах, çуркунне çитнĕ май, кил хуçисем нӳхрепсене уçаççĕ, пахча çимĕçе кăлараççĕ. Çак вăхăтра вара хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмаллине яланах асра тытмалла. Чи малтан мĕн тумалла-ха?  Кун пирки вулакансене Раççей МЧС ЧР управленийĕн Раççей чрезвычайлă лару-тăру министертствин республикăри управленийĕн  районти  надзор уйрăмĕн начальникĕ Владимимр Давыдов каласа парать.

— Нумай чухне инкек патне мĕн илсе çитерет?

— Ытларах чухне нӳхрепре пуçтарăннă наркăмăшлă газсем сиенлĕ. Вĕсем тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна е кăшлакан чĕрчунсене хирĕç усă курмалли япаласене тĕрĕс мар çунтарнă е дезинфекци им-çамĕсемпе усă курнă чухне инструкцие пăхăнмасан юлма пултараççĕ. Унсăр пуçне пахча çимĕç хĕлĕпе  «сывлать», пурнăçшăн хăрушă наркăмăшлă газсем кăларса çĕрет. Шел пулин те, çынсем вара кун пирки час-часах манаççĕ. Наркăмăшлă газсем сывлăшран йывăртарах пулнă май нӳхрепĕн аялти пайĕнче пуçтарăнаççĕ. Çавăнпа та нӳхрепре вентиляци системи кирлех. Вентиляци трубисене тасатса, юсаса, ĕç функцийĕсене тĕрĕслесех тăмалла. Нӳхрепе пĕччен тасатма-юсама е нумай вăхăт хупă тăнă хыççăн кĕме юрамасть. Иккĕн пулсан, пĕри аптăрасан, тепри туртса кăларса пулăшу пама пултарать.

— Нӳхрепре наркăмăшлă газ пуррипе çуккине мĕнле тĕрĕслемелле?

— Сывлăшра сиенлĕ газ 10 процент çеç пулсан та пурнăçшăн питĕ хăрушă пулнине асра тытмалла. Çавăнпа та нӳхрепе анас умĕн витрене çунакан çурта хурса антарса сывлăш пуррипе çуккине тĕрĕслемелле. Çурта      сӳнет пулсан унта сывлăш çук — нӳхрепе тепĕр хутчен уçăлтармалла.

— Аптăранине еплерех пĕлме пулать-ши?

— Наркăмăшланнă  çын халсăрланать, сывлăш питĕрĕнет. Унăн пуçĕ çаврăнма пултарать, каярах тăнне те çухатать. Çакăн евĕр паллăсене сиссенех уçă  çĕре тухма тăрăшмалла.

— Тухтăрсем киличчен мĕнле пулăшу памалла?

— Кĕпе тӳммисене вĕçертмелле, пиçиххине пушатмалла, васкавлă пулăшăва шăнкăравламалла, нашатырь спирчĕ  шăршлаттармалла. Аптăранă çын тăнне çухатсан чĕрене тӳрĕ массаж тумалла. Çак йывăр мар пулăшăва кӳни, çынна чĕрĕ хăварма пулăшать. Наркăмăшланнă çынна больницăна илсе кайни вырăнлă.

Нӳхрепе е пахча çимĕç упранă шăтăка аннă чухне, уйрăмах хĕл каçа ăна пĕрре те уçман пулсан, хăрушсăрлăх правилисем çинчен асра тытăр. Асăрхануллă пулни хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен  сывлăхне тата пурнăçне упрать.

С.Ефимова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *