Çуркунне çитнĕ май акса хăварнă кĕрхи культурăсем мĕнлерех хĕл каçни ял хуçалăхĕшĕн тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.
«Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем Надежда Черновăпа Светлана Петухова «Дружба» ЯХПК-ра пулчĕç, кĕрхи культурăсен калчисене тĕрĕслерĕç. Хуçалăх 2022 çулти тухăç валли ырашăн «Янтарная» сорчĕн (85 гектар) тата кĕрхи туллăн «Скипетр» сорчĕн (65 гектар) элита вăрлăхĕсене акса хăварнă. Тĕрĕслев хыççăн специалистсем кĕрхисен калчисене лайăх хак пачĕç.
Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 30-мĕшĕ тĕлне районти хирсенчи 300 гектар лаптăкри (43,04 процент) кĕрхи ыраш калчине лайăх хак панă, 397 гектар çинче (56,96 процент) — вăтам. 1223 гектар лаптăкри (47,37 процент) кĕрхи туллăн калчи лайăх хĕл каçнă, 1359 гектар çинче (52,63 процент) — вăтам. Калча тĕммин тĕввинчи температура — 1,1 градус сивĕпе, юр сийĕн çӳллĕшĕ 15—20 сантиметрпа танлашнă, тăпран шăн тарăнăшĕ — 30 сантиметрпа. Калчана сиен кăтартма пултаракан пăр сийĕ çук. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе килĕшӳллĕн кĕрхи тĕш-тыррăн калчисем лайăх хĕл каçнă.
Калчасен малашнехи аталанăвĕ вара çуркунне çанталăк условийĕсем мĕнле пулнинчен килет. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» филиалăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем кĕрхи тĕш-тыррăн калчисене тĕрĕслесе хак пани хуçалăхсене агротехника комплексĕн мероприятийĕсене тĕрĕс йĕркелеме пулăшать.
С.Ефимова.