Хырайĕнелсем çĕнтерчĕç

Хырайĕнелсем çĕнтерчĕç

Сĕтел çинчи теннис  — анлă сарăлнă спорт енĕ. Вăл хăвăртлăха, тавçăруллăха аталантарать, шарика тĕллесе ывăтма, спорт тупăшăвĕнчи йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтарать.

Иртнĕ эрнере «Кĕтне» ФСК-ра «Единая Россия» партин  «Молодая Гвардия» вырăнти уйрăмĕн парнисене  çĕнсе илессипе сĕтелçи  теннисĕпе ăмăрту иртрĕ. Унта районти сакăр шкул вĕренекенĕсем тупăшрĕç.

Спорт ăмăртăвне уçнă май  Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Илларионова тата «Молодая Гвардия»  вырăнти уйрăмĕн  ертӳçи Василий Кокарев пухăннисене саламларĕç: ăнăçу сунчĕç. Спортзалта хĕрӳ тупăшу сывлăшĕ вылярĕ пулсан та ăмăртусем туслă лару-тăрура иртрĕç.

Хырай Ĕнел вăтам шкул спортсменĕсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Урмаел  вăтам шкул вĕренекенĕсем 2-мĕш вырăнпа палăрчĕç. Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта вĕренекенсем 3-мĕш вырăн йышăнчĕç.

Разиф Абдулхаков (Урмаел вăтам шкулĕ) тата Мария Исаева (Хырай Ĕнел вăтам шкулĕ) вĕренекенсене «Чи лайăх вылякан» номинацире чысларĕç.

Çĕнтерӳçĕсемпе призерсене медальсем, дипломсем пачĕç тата пылак парнесемпе  савăнтарчĕç.

С.Ефимова.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *