Воскресенье, 5 мая

Воин-интернационалист ячĕпе – турнир

Воин-интернационалист ячĕпе – турнир

Мартăн 26-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра  Ришат Гибатдинов воин-афганец ячĕпе волейбол турнирĕ иртнĕ.

Ришат Мингалиевич Урмаелте çуралса ӳснĕ. Интернационалла тивĕçе Афганистанра пурнăçланă тапхăрта паттăрлăх кăтартнăшăн вăл «Хĕрлĕ Çăлтăр», «Хĕрлĕ Ялав» орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ. Асăннă мероприятие Чăваш республикинчи Тутарсен наципе культура автономийĕ тата Афган вăрçин ветеранĕсен Чăваш енри Канашĕ  йĕркеленĕ. Турнирта ĕç ветеранĕсен 4 команди ăмăртнă.

Район администраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕренӳ пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Юрий Митюков, Чăваш республикинчи ТНКА председателĕ Хайдяр Сафиуллин, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Евгений Тихонов тата Ришат Гибатдиновпа пĕртăван  Рулия Тазетдиновапа Харис Гибатдинов пухăннисем умне тухса калаçнă.

Çавăн пекех воин-интернационалист ячĕпе Совет çарĕн  Афганистанра усă курнă хĕçпăшалсен куравне йĕркеленĕ. Линар Габдулов килнисене экспонатсемпе паллаштарнăĔ хĕçпăшал  историне каласа панă.

Волейбол ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх,  «Шурави» команда (Шупашкар хули) — 1-мĕш вырăн, «МГЭУ» (Шупашкар хули) — 2-мĕш вырăн, Йĕпреç район команди 3-мĕш вырăн йышăннă.

С.Ефимова хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *