Март уйăхĕн вĕçĕнче Чĕчкен ял тăрăхĕнче пурăнакан хисеплĕ икĕ çын сумлă юбилейĕсене паллă турĕç.
Кадире Фарахутдиновна Миннетуллина хăйĕн пĕтĕм пурнăçне ачасене пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе панă. Вăл 1952—1983 çулсенче Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Хастар ĕçшĕн чылай наградăсене тивĕçнĕ. Ачалăхĕ унăн вăрçă вăхăтне лекнĕ. Аслисемпе пĕрле вăл çĕнтерĕве çывхартас енĕпе ырми-канми ĕçленĕ. Çакăншăн ăна «1941—1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă. Ĕç ветеранĕн педагогикăри пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 35 çул. Мăшăрĕпе Хадзят Шакирзяновичпа вĕсем 5 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ кĕçĕн ывăлĕн, Маратăн, çемйипе пурăнать. Вăл 10 мăнукĕпе, 11 мăн мăнукĕпе савăнать. Çак кунсенче К.Миннетуллина 95 çул тултарчĕ.
Нурзиан Ахмедулловна Мезитова ĕмĕрĕпе «Заветы Ильича» колхозра тăрăшнă. Йывăр çулсенче Чĕчкен сĕт-çу ферминче дояркăра вăй хунă. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн ăна пĕрре мар Хисеп грамотисем, хаклă парнесем парса чысланă. Вĕсем 6 ачана пурнăç парнеленĕ, тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Пĕрле пуçтарăнсан 15 мăнукĕ, 21 мăнмăнукĕ Н.Мезитована савăнăç кӳреççĕ. Вăл 90 çулхи çавра юбилейне паллă турĕ.
Юбилейсем ячĕпе вĕсене килĕсене çитсех Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов саламланă, ырлăх-сывлăх суннă. Ĕç ветеранĕсене РФ Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă çырăвнеĔ хаклă парнесем панă. Ĕçре, ял-йышра ырă ят çĕнсе илнĕ ватăсем чыс-хисепе тивĕç.
Л.Григорьева.