Çураки çывхарать, техника тĕрĕслев витĕр тухать

Çураки çывхарать, техника тĕрĕслев витĕр тухать

Трактор çĕнĕ е кивĕ хире тухма хатĕр пултăр

«Слава» ял хуçалăх кооперативĕнчи механизаторсемпе специалистсем ытти çулсенче те техника юсавлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Кăçалхи техника тĕрĕслевне вара уйрăмах лайăх хатĕрленнине палăртрĕç. Техосмотра тăратнă 14 трактор хушшинче вуншар çул ĕçлекеннисем те, юлашки çулсенче туяннисем те пур. Вĕсенчен пурте тенĕ пекех çурхи ака-суха ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Апла пулсан трактор çĕнĕ е кивĕ хире тухма хатĕр пулмалла. Механизаторсем çак чăнлăха тĕпе хурса тăрăшни палăрать. Прицепсен юсавлăхĕ  ĕç вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене те кирлĕ шая çитернĕ. Патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Н.Кокарев, кооператив председателĕ М.А.Буслаев механизаторсене çул çинче те, ĕçре те техника тата ĕç хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине аса илтерчĕç.

«Родина» ООО фермер хуçалăхĕ 6 трактор техника тĕрĕслевне тăратнă. Вĕсем пурте юсавлă, кăлтăксем палăрмарĕç. Механизаторсем çителĕклĕ, пурте опытлă. Тракторсенчен ытларахăшĕ çĕнĕ. Кĕскен çапла хак пама пулать. Кунта чăннипех те машинăпа трактор паркне çĕнетес тесе çине тăни палăрать. Иртнĕ çул кунта патшалăх пулăшăвĕпе усă курса «Кировец» трактор, культиватор, сӳрелемелли агрегат туяннă. Юлашки çулсенче парк «МТЗ» маркăллă  2 тракторпа пуянланнă.

— Пĕлтĕр кĕркунне 200 гектар кĕр тыррисем акнăччĕ. Пĕтĕм çĕрсене сухаласа е çемçетсе  хăварнă. Кăçалхи çуракинче 301 гектар çине пĕрчĕллĕ тырăсем, 70 гектар кукуруза акмалла. Вăрлăхсем 100 проценчĕпех хатĕр. Тĕпрен илсен хамăр вăрлăхсем. Çĕннисем те туяннă. Нумаях пулмасть хамăр вăйпах 25 тонна аммиак селитри турттарса килтĕмĕр, — пĕлтерчĕ А.Е.Потемкин ертӳçĕ. Хуçалăхри механизаторсемпе калаçрăм та, вĕсен ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк. Техника çĕнĕ, ĕç укçи пĕчĕкех мар. Кăçал та иртнĕ çулхи пекех ака вăхăтĕнче кунне виççĕ тӳлевсĕр апат çитереççĕ. Апата ертӳçĕ хăй е специалистсем хире илсе çитереççĕ. Çакă механизаторсен ĕçĕ мĕнле пыни, леçсе ярассине йĕркеленĕ. «Эпир ĕçе ирпе ирех тытăнатпăр, сĕм çĕрлене юлса ĕçлеме хистеместпĕр. Тепĕр чухне лару-тăрăва кура çеç ĕç кунĕ вăрăма тăсăлма пултарать», — тет Анатолий Егорович. Паянхи кун техника юсавлă пулнипе пĕрлех механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупни, вĕсене хавхалантарса пырса ĕçлеме кирлĕ условисем туса пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Родина» фермер хуçалăхĕнчи пур тракторпа прицепсем те тĕрĕслев витĕр тухрĕç. Халĕ механизаторсем   кăкарса ĕçлемелли агрегатсене юсаса хатĕрлес енĕпе тăрăшаççĕ.

Ĕçченсем маттур, агрегатсем юсавлă

«Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмăсен кăçалхи çуракинче уй-хирте ытти çулхисенчен кая мар ĕç пурнăçламалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, çĕрулми, пахчаçимĕç акмалла-лартмалла. Çак ĕçсем йăлтах техника çине тиенеççĕ. Çавăнпа та вĕсене хĕрӳ ĕçсем пуçланиччен хатĕрлесе çитересси механизаторсемпе инженерсен тĕп тĕллевĕ пулнă.

Иртнĕ эрнере пулнă техника тĕрĕслевĕ вĕсем хăйсем умне лартнă тĕллевсене туллин пурнăçланине çирĕплетрĕ. Комисси тĕрлĕ маркăллă тракторсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсем тупса палăртмарĕ. Вĕсене юсаса хатĕрленипе пĕрлех сăрланă та. Темиçе çул ĕçлеççĕ пулин те çĕнĕ пекех курăнаççĕ. «Слава картофелю» агрофирмăри — 14, «Комсомольские овощи» агрофирмăри 6 трактор паян тесен паянах хире тухма хатĕр. Тырă, çĕрулми тата пахчаçимĕç вăрлăхĕ тата ытти те турттарма усă куракан прицепсем те юсавлă. Агрофирмăсенче уй-хиртен мĕн çитĕнтернине пуçтарса илнĕ хыççăн та ĕçсем чарăнмаççĕ. Хранилищĕсенче продукцие упрама хурас, вĕсене вырăнтан вырăна куçарас, тиес тата ытти ĕçсене пурнăçлас енĕпе пĕчĕк техника (погрузчиксем) пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Хăй тĕллĕн куçакан транспорт хатĕрĕ ĕçленĕ чухне тăтăшах çынсемпе юнашар. Çавăнпа та вĕсен юсавлă пулнипе пĕрлех ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕ енчен те туллин тивĕçтермелле. «Слава картофелю» агрофирмăри 3 погрузчикăн та сасăпа е çутăпа асăрхатармалли хатĕрĕсем шанчăклă. Вĕсенчен пĕри электричество вăйĕпе ĕçлекенни. Яппун çĕршывĕнче туса кăларнă электропогрузчик питĕ çаврăнăçуллă, ĕçсене хăвăрт пурнăçлама пултарать. Специалистсем каланă тăрăх, «Слава картофелю» агрофирмăра та, «Комсомольские овощи» агрофирмăра та кăкарса ĕçлемелли агрегатсенчен чылайăшне юсавлисен ретне лартнă. Асăннă икĕ хуçалăхра та уй-хир ĕçĕсене хăватлă тракторсемпе пурнăçлаççĕ. «Слава картофелю» агрофирма пĕлтĕр тата 3 çĕнĕ трактор туяннă. Механизаторсем тĕлĕшпе йывăрлăхсем çук. Пурте тенĕ пекех опытлă, ĕçре хастар. Трактористсем хушшинче çамрăксем те пулни савăнтарать.

— Эсир ĕçлекен хирсем тĕрлĕ çĕрте вырнаçнă. Çавăнпа та сирĕн аслă çулсем çине те тухма тивет. Çакă яваплăха татах та ӳстерме хистет. Руль умне ларсан çул-йĕр, ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине манса ан кайăр, — палăртрĕ патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ    С.Кокарев. «Слава картофелю» агрофирма ООО ĕç тăвакан директорĕ Р.Идиатуллин, тĕп инженерĕ Р.Салеев та механизаторсене ĕç вăхăтĕнче асăрхануллă пулмаллине  аса илтерчĕç, çурхи ака-суха ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç.

Район агропромышленность комплексĕнчи тракторсемпе илсен  техника тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсемпе çулсеренех  республикăра малтисен ретĕнче пулнă. Çакă специалистсемпе механизаторсем хăйсен ĕçне пĕлсе туса пынипе, техникăна юсавлă тытма тăрăшнипе çыхăннă. Ытти хуçалăхсенче те техосмотра çӳллĕ шайра хатĕрленессе шанас килет.

Ю.Гаврилов.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *