Вторник, 10 декабря

Çавăн пек сума сăватпăр-и?

Çавăн пек сума сăватпăр-и?

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтерӳ тунăранпа 30 çул çитнине халалласа пирĕн районта асăну скверĕ тума шутланă. Çакăн çинчен 1975 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче Комсомольский райĕçтăвкомĕ ятарлă йышăну кăларнă. Унта Буденнăй ячĕллĕ урамра Комсомольски вăтам шкулĕн çутçанталăка сыхлакан обществăн пуçламăш организацийĕ, ял хуçалăх управленийĕ, КПСС тата ВЛКСМ райкомĕ, ĕç çыннисен депутачĕсен ĕçтăвкомĕ, лестничество, коммуналлă предприяти вăйĕпе сквер чĕртесси çинчен каланă. Комсомольски вăтам  шкулне ăна пăхса тăма хушнă. Ырă пуçару тунăранпа  47 çул çитет, вăл вырăнта чăн-чăн вăрман кашласа лармалла пек те…

Пуçарăва ĕç коллективĕсем ырласа йышăннă. Йывăç хунавĕсем лартса хăварнă, вĕсем аванах чĕрĕлнĕ. Анчах та пăхса тăманнине пула сквер юхăнма пуçланă. Çĕнĕрен карта тытманнине пула  унта выльăхсем кĕртсе яма тытăннă, йывăçсем хăрса пĕтнĕ. Çапла вара  вăрçă ветеранĕсене халалласа чĕртнĕ чĕрĕ палăк шăпи вĕçленнĕ.

2020 çулта Комсомольски ял администрацийĕ çак сквера чĕртме шутларĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.А.Илларионова пулас сад йĕри-тавра карта тытса çавăрассине йĕркелеме те шантарнăччĕ. Район центрĕнчи хăш-пĕр учрежденисемпе организацисем (налук инспекцийĕ, Германире тата Варшава договорне кĕрекен çĕршывсенче тăнă Совет çарĕн ушкăнĕсенче службăра пулнисен ветеранĕсен союзĕн членĕсем…) унта туя, кĕмĕл чăрăш хунавĕсем лартса хăварнăччĕ. Пăхса тăманнипе тата йĕри-тавра карта пулманнипе йывăçсем пĕтрĕç. Эпĕ унта пулкалатăп та йĕркесĕрлĕхе курсан чун ыратать. Йĕри-тавра тасамарлăх хуçаланать. Юр кайса пĕтнĕ хыççăн татах та илемсĕр ӳкерчĕк тухса тăрасси пирки     иккĕленместĕп. Юнашарах вырнаçнă Чечен республикинчи хĕрӳ точкăсенче пулнисене асăнса лартнă палăк çывăхĕн-че те çавăн евĕрлех. Пирĕн пуласлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн юн тăкнă çынсене çавăн пек сума сăватпăр-и?  Пурте пĕрле тăрăшса çак вырăна тирпей-илем кĕртесчĕ, карта тытса çавăрасчĕ.  

В.Павлов.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *