Кĕнеке – чи хаклă тус

Ача-пăча кĕнекисен эрни шкул çулне çитменнисемшĕн те, вĕренекенсемшĕн те пысăк уяв. Пĕрремĕш хут ăна Аслă Отечественнăй вăрçă пынă  вăхăтра, 1943 çулхи март уйăхĕнче  Мускаври Колонна залĕнче йĕркеленĕ. Çĕршывшăн йывăр вăхăтра та аслисем пĕчĕккисене савăнăç парнелеме май тупнă. Унтанпа вара ача-пăча кĕнеке эрнелĕхне  кашни çулах, кашни ялпа хуларах ирттереççĕ.

Районти ача-пăча библиотекинче ăна мартăн 14-мĕшĕнче савăнăçлăн уçрĕç. «Радуга» ача садне çӳрекенсем юмах тĕнчинче çулçӳревре пулчĕç. Вĕсене малтанах Незнайка кĕтсе илчĕ. Уяв историйĕпе паллаштарнă май вăл ачасене тĕрлĕ конкурссене, «Чей это портрет?», «Бюро находок» вăйăсене хутшăнтарчĕ. «Серпантин сказок и приключений» викторина хуравĕсене шыранă май пĕчĕккисем хăйсен  юратнă юмахĕсене аса илчĕç. «Теремок», «Старушка», И.Яковлевăн «Кахалпа юлхав» юмахĕсем тăрăх сценкăсем хатĕрленĕ май ачасем артист талантне  те кăтартрĕç.

Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 1 «б» класĕнче вĕренекенсем «Вода живая» вăййа хастар хутшăнчĕç. Пĕчĕк юханшыв пек станцирен станцие  куçса тупмалли юмахсен хуравĕсене шыраса, «Сказочный остров» викторинăна, «Передай капельку» вăййа хутшăнса шыв çинчен çĕнни нумайран нумайрах пĕлсе пычĕç. «Шедевр» конкурсра «Пусть на Земле не умирают реки» темăпа пейзаж ӳкерчĕç. Çутçанталăкра шыв юххин сассисем нумай. Ачасем музыка итленĕ май çумăр çунин, тинĕсри хумсен, çăлкуç юхнин сассисене уйăрса илме тăрăшрĕç. Мероприятире пĕчĕккисем «Что такое вода?», «Берегите воду!» мультфильмсем пăхса тавракурăмĕсене ӳстерчĕç.  Юлашкинчен  шыв, шывра ӳсекен курăксем, пурăнакан чĕрчунсем çинчен калакан кĕнекесенчен  хатĕрленĕ «Чистый голос воды» выставкăпа паллашрĕç.

С.П.Алексеев çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа ачасем хайлавсене сасăпа вуларĕç. Çамрăк вулакансем çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕпе туллин паллашрĕç, «Книги С.Алексеева о Великой Отечественной войне» слайд-презентаци çак тĕлĕшпе чылай пулăшу пачĕ. Ку мероприятире ачасем чаплă çарпуçĕн  А.В.Суворовăн çĕнтерĕвĕсем пирки те нумай пĕлчĕç, «Блокадный хлеб» калавпа паллашса ăна сӳтсе яврĕç.

«Трели звонкие звучат» пуçватмăшсен сехетне Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 1 «а» класра вĕренекенсем çитрĕç. Тĕлпулăва  Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне халалланă пирки ачасемшĕн уяв историне, кайăк-кĕшĕксен уссине, çутçанталăкри тата çынсен пурнăçĕнчи вырăнне пĕлме интереслĕ пулчĕ. Вĕсем «Птицы — герои сказок и рассказов» литература викторинине тата «Знаешь ли ты птиц?» пуçватмăшсен конкурсне хастар хутшăнчĕç. Кайăксемпе çыхăннă тупмалли юмахсен хуравĕсене шырарĕç, «Птичья столовая» конкурсра тупăшрĕç. «Вестник радости и весны» кĕнеке выставки те хăй патне туртрĕ.

Эрнен юлашки кунĕнче паллă ача-пăча çыравçи К.Чуковский çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă литературăпа театрализациленĕ мероприяти иртрĕ. Унта «Радуга» ача сачĕн шăпăрланĕсем хапăлласах хутшăнчĕç. Е.П.Прокопьева библиотекарь писатель биографийĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем çыравçăн юмахĕсен сыпăкĕсене вуларĕç, «Бюро находок», «Конкурс знатаков», «Узнай героя» литература вăййисене кăмăлласа хутшăнчĕç. Унпа пĕрлех Э.Хайртдинова  тата В.Никифорова воспитательсем  ертсе пынипе ачасем  сценка лартса пачĕç.

Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕнче те  ачасем юратнă çыравçăсем пирки каласа пачĕç. Вĕсем ытларах С.Маршак, С.Михалков, А.Борто çырнă произведенисене ытларах вулама кăмăллаççĕ.

И.Крылова,

Е.Прокопьева.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *