Туберкулез – инфекци чирĕ

Туберкулез – инфекци чирĕ

Мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен республикăра туберкулезпа кĕрешмелли куна халалланă «Шурă ромашка» уйăхлăх иртет. Районти тĕп больницăн фтизиатр-тухтăрĕ Наиля Мирсаидовна Минетуллина çак чиртен сыхланмалли майсем çинчен каласа пачĕ.

— Туберкулез чирĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлнă. Туберкулез — инфекци чирĕ. Ăна тепĕр майлă Кох патакĕ тесе калаççĕ. Туберкулез патакĕ тĕттĕмре тата нӳрĕкре лайăх йышланать. Вăл вĕрекен шывра 30 минут хушшинче пĕтет, ультрафиолет пайăркисем ăна 2—3 минут хушшинче вĕлереççĕ. Усĕрсен — 2 метра, сунасласан 9 метра сапаланать. Туберкулезпа чирлĕ çын çулталăкра 10—20 çынна чир ертме пултарать,  вĕсенчен 1—2-шĕ кăна туберкулезпа чирлесе кайма пултараççĕ. Çак чирпе чирлес хăрушлăх ачасем, 60 çултан аслăраххисем тата вăрах чирлекенсем хушшинче пысăк. Туберкулезра палăракан симптомсем ытти чир-чĕрте те тĕл пулаççĕ. Вăрахчен ӳсĕрни, кĕлетке виçи чакни, аппетит çухални, тарлаттарни, халсăрлăх,  апат хыççăн ӳт температури ӳсни, сывлăш çавăрнă чухне кăкăр тĕлĕнче ыратни, юнлă сурни — çак симптомсем хăвăртрах тухтăр патне каймаллине пĕлтереççĕ.

Паянхи кун флюорографи  ӳпке чирне палăртма пулăшакан пĕртен-пĕр меслет шутланать. Унсăр пуçне çак тĕпчев ӳпке чирне пуçламăш тапхăрта асăрхама май парать.

Паллах, туберкулезран сипленме пулать. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансера куçса çӳрекен флюорографпа тивĕçтернĕ. Пирĕн регион туберкулезран сыватас кăтартупа Федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнта тăрать. Диспансерăн бактериологи лабораторийĕ Раççей Федерацийĕнче  чи лайăх пилĕк лаборатори шутне кĕрет. Чăваш Енре чир-чĕр анлă сарăлнин кăтартăвĕсем 10 çул хушшинче икĕ хут чакнă, вилеслĕх — виçĕ хут. Республикăра «Шурă ромашка» акци шайĕнче туберкулезпа кĕрешмелли меслетсем, профилактика тĕрĕслевĕсем çинчен каласа паракан лекцисем, наука конференцийĕсем, семинарсем ирттерме палăртнă. Медицина учрежденийĕсенче уçă алăксен кунĕсем, «хĕрӳ лини» тата «шанăç телефонĕ» йĕркелеççĕ.

А.Мариян.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *