Кашни кун телейпе тултăр

Кашни кун телейпе тултăр

Çак кунсенче Хирти Шăхасанта пурăнакан тыл ĕçченне, Римма Егоровна Серлинана 90 çулхи юбилейпе Аслă Çĕрпӳел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Орешкин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Тихонов, ачисем, тăванĕсем, кӳршĕ-арши ăшă сăмахсемпе саламланă, вырăнти культура ĕçченĕсем юрăсемпе çуралнă куна илем кӳнĕ. Хăнасем юбиляр патне  Раççей Президенчĕн В.Путинăн саламлă çырăвне çитернĕ.

Кинеми пурне те хисеплесе килнĕшĕн, тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, мирлĕ пурнăç, ĕçре ăнăçупа çитĕнӳсем суннă.

Римма Егоровна Йĕпреç районĕнчи Чăваш  Çармăс ялĕнче çуралнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă вăхăтра вăл 9 çулта пулнă. Пĕчĕк пулсан та колхозра ĕçленĕ. Вăрçă тата хыççăнхи çулсенчи çăмăл мар пурнăçа чăтса ирттернĕ. Выçлăхпа хĕн-хур йывăрлăхĕсем унăн çирĕп кăмăлне хуçайман. 1946 çулта вăл çамрăклах Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕн-че хастар ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Йĕпреç районĕнчи «Новая сила» колхозра вăй хунă.      

Мăшăрĕпе вĕсем виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ӳстернĕ. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕ Римма Егоровнăн наградăсем, Хисеп тата Тав хучĕсем нумай. Вăл Ача амăшĕ медале, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Паянхи кун Хирти Шăхасанта хĕрĕпе Еленăпа кĕрĕвĕн çемйинче пурăнакан Римма Егоровнăн 12 мăнук, 15 мăн мăнук. 

(ХАМĂР ИНФ.).

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *