«Эпир пациентсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн яваплă»

Валерий Соловьев — ыратнине сиплекен медицина ценрĕн тĕп врачĕ — генеральнăй директорĕ, медицина наукисен кандидачĕ, доцент, аслă категориллĕ врач-нейрохирург, Раççейри нейрохирургсен тата вертебрологсен Ассоциацийĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ,  пирĕн ентеш. 2006 çултанпа вăл çурăм шăмми тата мимин чирĕсемпе аптракансене   хăвăрт сиплес енĕпе ĕçлет. Тĕп нерв системин чирĕсенчен сыватас тĕлĕшпе çĕнĕ меслетсемпе усă курать. Халиччен вăл çурăм шăмми тата мимин чирĕсенчен 5 пин ытла кăткăс операци тунă.

— Валерий Александрович, эсир Чăваш енри сывлăх сыхлавĕнче паллă нейрохирург. Пирĕн район çыннисенчен чылайăшĕ сирĕн çинчен пĕлмест те пулĕ . Ачалăх вăхăтне таврăнар-ха . Сирĕн асăрта мĕнпе юлнă-ха вăл?

— Эпир пурте ачалăхран тухнă. Манра мĕн пурри йăлтах атте-аннерен, мĕнле лару-тăрура ӳснинчен килнĕ. Манăн тăван ялăм — Хирти Сĕнтĕр. Унта çуралнă, çитĕннĕ, тантăшсемпе пĕрле колхозра ĕçленĕ. Шкултан вĕренсе тухсан çарта службăра пулнă.

— Пурнăçăра медицинăпа çыхăнтарасси мĕнле пулса тухрĕ?

— Пирĕн çемьере медицина ĕçченĕсем  пулмасан та эпĕ, темшĕн, ачаранах тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Ялти тирпейлĕ те хăй ĕçне пĕлсе тăвакан Семен Никифоров фельдшер маншăн тĕслĕх пулса тăнă. Медицинăна каясси çавăнтан пуçланнă та.  Çартан килсен  И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕтĕм. Алла диплом илтĕм.

— Аслă шкул пĕтернĕ хыççăн малашнехи кун-çул мĕнле тăсăлчĕ?

— 1988—1998 çулсенче Шупашкарта васкавлă пулăшу врач-нейрохирургĕнче тăрăшрăм.  Унхыççăн 10 çул Республикăри клиника больницинчи нейрохирурги уйрăмĕнче ĕçлерĕм. 1996 çулта Хусанта «Сочетанная черепно-мозговая травма с переломами длинных трубчатых костей» темăпа кандидат диссертацийĕ хӳтĕлерĕм. 2006 çулта Раççейри аслă  аттестат комиссийĕ доцент ятне пачĕ.

 Çакна та палăртса хăварасшăн, лайăх тухтăр пулас тесен пурнăç тăршшĕпех вĕренмелле , ăсталăха туптамалла. Аслă шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех анатомипе физиологине çеç мар ытти предметсене те пуçа хывмалла. Клиника шухăшлавне аталантармалла, нумай ĕçлемелле. Хамăр çĕршыри тата чикĕ леш енчи 30 ытла клиникăра тĕнчипех паллă нейрохирургсем патĕнче стажировка ирттерме май килнĕшĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Хама çурăм шăммипе мимин пур пайĕсенче те имплантсемпе усă курассин пионерĕ тесе калама пултаратăп. Раççейре малтисен йышĕнче роботпа усă курса ăнăçлă операцисем тума пуçларăм. 2008—2017 çулсенче Шупашкарти травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераллă центрĕнче нейрохирург пулса ĕçлерĕм. 2017 çулта хам А.А.Герасимов профессор меслечĕпе ыратнине сиплекен медицина центрĕ уçрăм.

— Врач-нейрохирургшăн мĕнле пахалăхсем тĕп вырăнта пулмалла тесе шутлатăр?

— Уйрăммăн палăртса калама çук, паллах. Ман шутпа хирургăн чи малтанах пациентсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн яваплă пулнине туймалла.  Çавăн пекех пирĕн ĕçре чирлисен тăванĕсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

— Сирĕн центрта ыратнине мĕнле сиплеççĕ?

— Пирĕн пата тĕпрен илсен çурăм шăмми, пуç тата çурăм шăмми мимисен чирĕсемпе аптракансем килеççĕ. Вĕсемпе кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме тăрăшатпăр. Эпир хамăрăн тĕп меслетпе, вырăслах калам-ха, внутритканевая электростимуляципе анлăн усă куратпăр. Ăна хамăр ăсчахсем шутласа тупнă. Унпа Раççейри тĕрлĕ хуласенче ĕçлеççĕ. Чăваш енре ку меслетпе пирĕн центрта сиплеççĕ. Вăл çурăм шăмми чирĕсемпе аптракансене лайăх пулăшать.

— Юлашки вăхăтра çынсем интернетпа усă курса хăйсемех килте диагноз лартма хăтланаççĕ.  Çакăн çинчен мĕн шутлатăр эсир?

— Интернет кирлĕ япала, анчах та унти информаципе ăнланса, тĕрĕс усă курма пĕлмелле. Медицина пĕлĕвĕсĕр унта çырнине тишкерсе кирлĕ пĕтĕмлетӳ тума йывăр. Кун пек чухне çын хăйĕн сывлăхне уссинчен ытларах сиен кӳме пултарать.

— Эсир, пĕрре пăхсах вăл е ку çын çурăм шăммипе çыхăннă чирпе чирлине палăртма пултаратăр-и?

—  Çиелтен çеç пăхсан çын мĕнле те пулин чирпе аптранине, тен, асăрхама пулать пулĕ. Анчах та тĕрĕс диагноз лартас тесен анамнез пуçтармалла, пациента пуçĕнчен пуçласа  урине çити тĕплĕн тĕпчемелле, анализсене тишкермелле. Кирлĕ пулсан пациента УЗИ, МРТ, КТ витĕр кăлармалла.  Çавăн хыççăн çеç тĕрĕс диагноз палăртма пулать.

— Сирĕн пурнăçăрта ĕмĕрлĕхех асра юлнă, хăйне евĕр тĕслĕх пулнах ĕнтĕ…

— Кирек мĕнле ĕçре те тарăн йĕр хăварнă самантсем пулаççĕ. Манăн ĕç çурăм шăммин тата унăн мимин шыççисемпе çыхăннăччĕ. Операци вăхăтĕнче пациент 5 литр ытла юн çухатрĕ. Юн çаврăнăшне йĕркелекен аппаратпа вăхăтра  усă курни чирлĕ çынна йывăрлăхран кăларма май пачĕ. Пациент часах сывалма пуçларĕ.

— Ачăрсем сирĕн çулах суйласа илчĕç-и?

— Икĕ ывăл та çемье династине малалла тăсаççĕ.  Асли, Евгений, хирург-стоматолог. Нумай пулмасть вăл хăйĕн клиникине уçрĕ. Кĕçĕнни, Игорь, Мускавра нейрохирург пулса ĕçлет . Ачасем иккĕшĕ те профессийĕсене чун туртнипе суйланă.

— Хăвăра кирлĕ шайра тытма сире мĕн пулăшать?

— Пĕр вырăнта ларса тăманни тата сывлăхлă пурнăç йĕркине пăхăнса  пурăнни, спортпа туслă пулни. Юлашки çулсенче эрнере икĕ хутчен волейболла вылятăп, канмалли кунсенче бассейна çитетĕп.

 

Н .Галкин калаçнă.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *