Кадетсем фестивальте çĕнтернĕ

Кадетсем фестивальте çĕнтернĕ

Мартăн 11-мĕшĕнче  Çĕмĕрлере çарпа-патриотизм клубĕсен, кадет класĕсен, «Юнарми» уйрăмĕсен республика шайĕнчи «Пире тăнăçлăха  упрама пехилленĕ» («Нам этот мир завещано беречь!»)  фестиваль иртрĕ.  Тĕл пулăва пурĕ 38 команда — 342 çын хутшăнчĕç.  Çĕмĕрлери виçĕ вĕренӳ учрежденийнче ăмăртусем виçĕ ушкăнпа иртрĕç.

Фестивальте çамрăксем строй программин тата пултарулăх конкурсĕсенче, çар эстафетинче, «Равнение на героев!» çарпа истори викторининче тупăшрĕç, Калашников автоматне салатса  пуçтарассипе ăмăртрĕç.

«Кадет шкулĕсемпе кадет класĕсем» ушкăнра Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи 9-мĕш класс вĕренекенĕсем 1-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç.

Воспитанниксене фестивале  çӳллĕ шайра хатĕрлесси, «Пире тăнăçлăха упрама пехилленĕ» фестивальте пысăк кăтартусемпе палăрни — наставниксен тӳпи. Вĕренекенсем  çирĕп кăмăллă, хастар  пулни,  тăрăшса вĕренни тата сывă  пурнăç йĕркине пăхăнни çĕнтерме вăй-хал парать те.

Е. Савельева.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *