Йĕлтĕр йĕрĕ çинче те хастар

Иртнĕ эрнере 2020 çулхи физкультурăпа спорт спартакиадин шучĕпе районта  Чăваш республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен службăн подразделенийĕсен ĕçченĕсем хушшинче йĕлтĕрпе чупас енĕпе ăмăрту иртнĕ. Тăвай, Елчĕк, Патăръел, Шăмăршă, Улатăр тата район  командисем старта тăнă. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Чăваш республикинчи пушара хирĕç кĕрешекен служба» КУ начальникĕ Герман Михайлов саламланă, тупăшусенче çĕнтерӳ суннă. Эстафетăра кашниех мала тухассишĕн кĕрешнĕ. Финиша чи малтан шăмăршăсем çитнĕ. Патăръел тата Тăвай районĕсен командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Пирĕн ентешсем те япăх мар ăмăртнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем хĕрӳ вырăнсенче çеç мар йĕлтĕр йĕрĕ çинче те маттур пулнине çирĕплетсе панă.

Хыпарсене Ю.ГАВРИЛОВ хатĕрленĕ.

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *