Инкекрисене – пулăшу

Инкекрисене – пулăшу

Чăваш Енре Луганскпа Донецк Халăх Республикисенчен тарса килнисем валли гуманитари пулăшăвĕ пухас тĕллевпе ыр кăмăллăх акцийĕ пуçарнă.  Акă  мартăн 1-мĕшĕнче  Шупашкартан тиевлĕ пĕрремĕш машина çула тухнă.  Вăл пуçтарнă япаласене Ростов облаçне илсе çитерĕ.

Ыр кăмăллăх акцине предприятисемпе учрежденисем общество организацийĕсем  волонтер центрĕсем  депутатсем  хула çыннисем хутшăнаççĕ. Донбасран тарса килнисем валли япала пухмалли ятарлă 27 пункт уçнă.  Вĕсем кашни район-хуларах пур. Çав йышра пирĕн районта та.

Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ  «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Александр Осипов  Донецкран тата Луганскран килекенсене гуманитари пулăшăвĕпе тивĕçтерессине йĕркелесси мĕнле пурнăçланнипе паллашас тĕллевпе районти пунктра  пулнă  волонтерсемпе «Единая  Россия» парти членĕсемпе  тĕл пулнă. 

«Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем инкеке лекнисене яланах алă тăсаççĕ. Пĕрле чухне йывăрлăхсене чăтса ирттерме çăмăлрах.  Эпир Луганск тата Донецк Халăх республикисенчен килекенсене те кирлĕ пулăшу пама тăрăшăпăр.  Çавна май  пурне те «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе йĕркеленĕ #ЭпирПĕрле проектпа килĕшӳллĕн эвакуаципе килекенсем валли япаласем пухас  ĕçе  хутшăнма чĕнетпĕр» — тенĕ Александр Осипов.

Районти культура çуртĕнче вырнаçнă гуманитари центрĕн   пунктне пĕрремĕш пулăшу паракансем килме тытăннă та ĕнтĕ.  Çак йышра: район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Илларионова райпо «Кооператор» ООО «Хлебозавод» ООО Э.Кокшин Г.Зайцева И.Минуллин предпринимательсем халăха социаллă пулăшу паракан центр педагогсем  культура ĕçченĕсем «Молодая гвардия» вырăнти уйрăм волонтерĕсем тата  уйрăм çынсем. 

Ыттисем те çак ĕçе хутшăнасса шанатпăр.  Донбасс çынисем валли гигиена  вырăн хатĕрĕсем пластик савăт  йăлари усă курмалли техника  апат-çимĕç  канцтаварсем кĕнекесем  ача-пăча  апачĕ тата ăшă япаласем  районти культура çуртĕнче район администрацийĕнче (50-мĕш пӳлĕм) йышăнаççĕ. 

(ХАМĂР ИНФ.).

 

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *