Кил-çуртри ĕçсене вĕçленĕ хыççăн аллине йĕппе çип тытрĕ Елена Васильевна Шуряшкина. Хĕллехи вăрăм каçсенче çакă йăлана кĕнĕ тĕрĕ хăй ытамĕнчен ямасть. Малашне кун вăрăмланса пынăçемĕн алă ĕçĕ тума вăхăт пулмасть. Кил-тĕрĕшри ĕçсемпе пĕрлех пахчана тухма та вăхăт çывхарать. Хĕрӳ ĕçсем пуçланиччен мĕн тĕрлеме пуçланине вĕçлемелле.
Тăманлă Выçли хĕрĕ Лена пĕчĕккĕ чухнех амăшĕ алă ĕçĕ тунине пăхса ларма юратнă. Амăшĕн аллисем выляса çеç тăнине курсан çыхасси тĕрлесси ансат пек туйăннă ăна. Ÿсерехпе хăй те кирек мĕнле ĕçĕн те хăйне евĕр вăрттăнлăхсем пуррине ăнланнă. Амăшĕ кăтартса пынăçемĕн тĕрлеме вĕренсе çитнĕ çеç мар тĕрĕпе «чирлесе» ӳкнĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче пушă вăхăт тупăнсанах алла йĕппе тĕрлĕ тĕслĕ çип тытнă. Сăмса тутрисем ал шăллисем çеç мар чӳрече алăк каррисем минтер пичĕсем те чылай тĕрленĕ.
Аслă Чурачăк ялĕн каччипе çемье çавăрсан та юратнă ĕçĕнчен уйрăлайман вăл. Мăшăрĕпе Владимир Васильевичпа çĕнĕ çурт çĕкленĕ хуралтăсем çавăрнă вăхăтра ал ĕçĕ тума вăхăт пулман та темелле. Ачисем те çамрăк Комсомольскинчи тĕп больницăра тăрăшнă май ĕçе те çӳремелле. Çамрăк пулнă та ывăннине питех туйман алса-чăлха кил-тĕрĕшре кирлĕ япаласем çыхма пĕчĕк тĕрĕсем тĕрлеме май тупнах.
2004 çулта ăна Аслă Чурачăк культура çурчĕн директорĕ пулма шанаççĕ. Кил-çуртсăр çемьесĕр пуçне тата тепĕр йыш коллектив хутшăнать. Курав залĕ фойе кабинетсем коллектив ĕçне йĕркелесси… Тасалăхпа тирпейлĕхе юратакан пуçланă ĕçе яланах вĕçне çитерме хăнăхнă хĕрарăм пысăк хавхаланупа ĕçе тытăнать. Культура «вучахĕнче» мероприятисем ирттерме кирлĕ условисем пулччĕр тесе тăрăшать. Çавăн пекех чăваш халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварас аталантарас тесе те сахал мар ĕç тăвать. Юрра-ташша ал ĕç тума ăста ял çыннисемпе çыхăнусем йĕркелет. Уйрăмах тĕрлеме юратакансем культура çуртĕнче час-часах пулаççĕ. Вĕсем интернетра курнă çĕнĕ эрешсемпе паллашаççĕ ӳкерсе илсе хăйсем те вĕсене пусма çине тĕрлеççĕ. Пĕрле ĕçлекен Елена Просвирновăпа Ольга Николаевăпа тăтăшах çĕнĕ эрешсене сӳтсе яваççĕ хăйсен ĕçĕсене пĕр-пĕрне кăтартаççĕ.
Елена Васильевна тĕррисене ялта районта иртекен меропрятисенче час-часах курма пулать. Рамăсене вырнаçтарнă пысăк калăпăшлă эрешсемпе паллашма кăмăллă. Вĕсем кашниех хăйсен илемĕпе чун-чĕрене тыткăнлаççĕ.
— Ялта тĕрлеме юратакансем чылай. Алăпа тунă тĕрлĕ тĕслĕ эрешсем асамĕпе хăйсен патне туртаççĕ. Вĕсене курсан хăйсен те тĕрлес кăмăлĕсем çуралаççĕ. Тĕрĕпе чунтан интересленсен тĕрленине ĕç вырăнне мар чун киленĕвĕ пек хурсан чăннипех те илемлĕ эрешсем пулса тухаççĕ — тет Елена Васильевна.
Ю.Гаврилов.