Уй-хир ытларах тупăш панă

Уй-хир ытларах тупăш панă

«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕн отчетлă пухăвне халь ĕçлекенсене çеç мар, чылай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнисене те чĕннĕ. «Вĕсем колхоз производствинче вăй хурса ырă ят çĕнсе илнĕ. Хуçалăхăн паянхи пурнăçĕпе паллашчăр, пире кирлĕ канашсем те паччăр, терĕмĕр», — палăртрĕ Р.М. Мансуров председатель.
Малтанах тĕп специалистсене сăмах пачĕç. Хăйсем ертсе пыракан отрасльсенчи лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарчĕç. Ÿсентăран отраслĕшĕн иртнĕ çул çăмăлах пулмасан та, укçа-тенкĕн ытларах пайĕ шăпах уй-хиртен туса илнĕ продукцие сутса пулнă. Хуçалăх кассине 2021 çулта пурĕ 38 миллион ытла тенкĕ укçа кĕнĕ пулсан, 26 миллион тенки — çĕр ĕç продукцийĕнчен. Кооператив 7 миллион ытла тенкĕ таса тупăш илнĕ. Уй-хирте технологие пăхăнса ĕçлени, паянхи кун тупăш ытларах пама пултаракан культурăсем çине тимлĕх уйăрни çитĕнÿсем тума пулăшнă та. Юлашки çулсенче ку хуçалăх хĕвелçаврăнăшĕпе ăнăçлă ĕçлет. Çак культурăна пĕлтĕр 200 гектар çинче çитĕнтернĕ, кашни гектар пуçне 24 центнер тухăç илнĕ. Ăна туса илсе сутни хуçалăха аванах услам панă. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкĕ 160 гектар йышăннă, ăна кашни гектартан 238 центнер пуçтарса илнĕ. Çĕрулми сутса та хуçалăха аванах укçа-тенкĕ кĕнĕ. Çак культурăсемпе кооперативра малашне те ăнăçлăрах ĕçлес тĕллевлĕ. Кăçал хĕвелçаврăнăш лаптăкне татах та пысăклатасшăн.
Пуху ĕçне Ремис Мансурович калаçу евĕрлĕрех йĕркелеме тăрăшрĕ. Малашнехи тĕллевсене ансат чĕлхепе пурне те ăнланмалла каласа пачĕ, ĕçлекенсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлчĕ. Пĕлтĕрхи шăрăх кунсем ÿсентăран культурисене шăварнин усси пысăк пулнине кăтартса пачĕ, кăçал çакăн çине татах та ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Пысăк тухăç илес тесен пахалăхлă вăрлăх çеç акса-лартса хăвармалла, вĕсене вăхăтра çĕнетсе пымалла. Нумай çул ÿсекен курăксен, рапс, кукурус вăрлăхĕсене хуçалăхрах хатĕрлеме май пур. Минераллă удобренисемпе, имçамсемпе пĕлсе тата тухăçлăрах усă курсан, çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса ĕçлесен çеç пысăк тухăç пирки калаçма пулать. Тĕпрен илсен çак шухăшсем палăрчĕç ун сăмахĕсенче.
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ хуçалăха çулталăк тăршшĕпе укçа-тенкĕ парса тăмалли çăлкуç. Çавăнпа та кăçал ун çине тимлĕх тата ытларах уйăрмаллине палăртрĕ. Ăратлăха ÿстерес, çамрăк выльăха сыхласа хăварас, выльăх апачĕ хатĕрлес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Хуçалăхра машинăпа трактор паркне çĕнетес енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Иртнĕ çул кооператив 15 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туяннă. Уй-хир ĕçĕсене ирттерме кăçал çĕнĕ «Беларусь», «Кировец» маркăллă тракторсем, акмалли пысăк комплекс, косилкăсем тата ытти техника пысăк пулăшу парĕç. Председатель механизаторсене çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе перекетлĕрех усă курма тăрăшмаллине палăртрĕ. Вĕсен хакĕ хăпарсах пырать, туса илекен продукцин хăйхаклăхĕ çине пысăк витĕм кÿрет.
Кооперативпа ял пурнăçĕ тачă çыхăннă. Çавăнпа та хуçалăх ялсенчи йывăрлăхсене вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле татса пама тăрăшать. Пушарпа кĕрешесси, хĕллехи вăхăтра çулсене уçасси, культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттерме тата ытти енĕпе те пулăшасси — кооператив правленийĕшĕн ялан пулса пынă ĕç. Малашне те çак ырă йăлана пăрахасшăн мар.
Район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.В.Селиванов «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕнче икĕ халăх ывăл-хĕрĕ чăннипех те нумай çул туслăн ĕçленине палăртрĕ. Ертÿçĕ рынок хутшăнăвĕсен вăхăтĕнче тĕрĕс çул-йĕр суйласа илсе ун тăрăх хуçалăха çирĕппĕн ертсе пынине ырларĕ, малашне пурне те ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Ун сăмахĕ çумне хушса «Дружба» хуçалăх 1950 çултанпа, С.А.Алиуллов председатель пулнă вăхăтранпа, 5 яла пĕрлештерсе тăнине каласа хăварас килет. 70 çул ытла кунти халăх килĕштерсе ĕçлет. Малашне те «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ аталанса пырасса шанма пулать. Çакна тума пултаруллă ертÿçĕ те, хастар ĕçченсем те пур.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *