Турнир иртрĕ

Турнир иртрĕ

Февралĕн 19-мĕшĕнче Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн спортзалĕнче Виктор Тумаков воин-интернационалиста халалласа йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ.
Мероприятие асăннă шкултан вĕренсе тухнă, салтак тивĕçне Афганистанра пурнăçланă Михаил Киргизов, Валерий Самаркин, Валерий Сорокин, Вениамин Крылов тата Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Андрей Осипов хутшăнчĕç. Вĕсем В.Тумаков ячĕпе уçнă мемориаллă хăма умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкул директорĕ Альберт Борисов, Михаил Киргизов тата ыттисем те килнисем умĕнче тухса калаçрĕç, паттăр салтака чыспа аса илсе мерприятисем йĕркелени ырă йăла пулнине палăртрĕç.
Турнирта пилĕк команда вылярĕ. Куçса çÿрекен кубока Тăманлă Выçли çамрăкĕсен команди çĕнсе илчĕ. Студентсен команди 2-мĕш вырăна тивĕçрĕ, Асанкасси команди — 3-мĕш. Шкулта вĕренкенсем хушшинчи тупăшу та хĕрÿ пулчĕ. Тăманлă Выçли тĕп шкулĕн команди — 1-мĕш, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди 2-мĕш вырăн йышăнчĕç. Командăсене пурне те Хисеп грамотисем, медальсем тата парнесем парса чысларĕç. Чи вăйлă та ăста вылякансене уйрăм номинацисенче палăртрĕç. Турнира хутшăннă командăсем тата куракансем Я.Ильина волейбол турнирне йĕркелесе ирттернĕшĕн тата турнир ирттерме пулăшнă спонсорсене — Тăманлă Выçли шкулĕнче вĕреннĕ В.Илларионова, «Таныш» ООО директорне Р.Хайртдинова, Комсомольски райпо совечĕн председательне С.Грачевăна, «Слава картофелю» ООО агрофирмăна, Тукай ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхне А.Осипова тав сăмахĕ калаççĕ.
И.ИЛЬИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *