Вторник, 23 апреля

Апат çитернине тĕрĕслеççĕ

Апат çитернине тĕрĕслеççĕ

Район шкулĕсенче ачасене вĕри апатпа тивĕçтерессин пахалăхне тĕрĕслессипе йĕркелекен мероприятисем малалла тăсăлаççĕ.
Комисси членĕсем вĕренÿ учрежденийĕсенче апат пĕçерекен блоксенче ĕçлекенсем харпăр хăй хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курнине, кулленхи меню пуррине, сĕтелсене апатланас умĕн тата хыççăн дезинфекцилемелли хатĕрсемпе тасатнине, ачасене паракан апат-çимĕç температури СанПиН хушăвĕсемпе килĕшÿллĕ пулнине, эпидеми хăрушсăрлăх мерисене пăхăннине тĕрĕслеççĕ.
Комисси членĕсем вĕренекенсене тивĕçтерекен апат порцийĕсен виçине тата пахалăхне уйрăм тимлеççĕ. Çавăн пекех комисси апат пĕçерекен блок документацине те тĕплĕ тĕрĕсленĕ. Хальлĕхе йĕркене пăснă тĕслĕхсем тупса палăртман.
В.ГОЛЫЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *