Суббота, 27 апреля

Тимлĕ пулăр, сывлăха упрăр

Тимлĕ пулăр, сывлăха упрăр

Коронавирусăн çĕнĕ штамĕ — «омикрон» сарăлнипе чирлекенсен шучĕ темиçе хут ÿснĕ. Чăваш Енре талăксерен 1000 яхăн çын чирли паллă. Çавна май республикăра та, районта та чирпе кар тăрса кĕрешмелле. Тухтăрсем çеç чире хирĕç тăни çителĕксĕр, чи малтан çынсен асăрхануллă пулмалла, вакцинациленмелле, профилактика мерисене çирĕп пăхăнмалла. Йĕркене çирĕп пăхăнни, паллах, коронавирус çулне пÿлет.
Акă, районти лару-тăрăва илес пулсассăн та чирлекенсем йышлă пулнине пĕлтереççĕ тухтăрсем. Иртнĕ эрнере районта 111 çын коронавируспа чирлине палăртнă. Комсомольски, Хирти Сĕнтĕр, Урмаел, Хырхĕрри, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ытларах чирлеççĕ. Вăтамран вара тухтăрсем кунне 120—150 анализ илеççĕ. Февралĕн 7-мĕшĕ тĕлне 12333 çын вакцинациленнĕ, 1290 çын ревакцинаци витĕр тухнă. Аса илтеретпĕр, прививка тутарас текенсем районти тĕп больницăна çитме пултараççĕ. Унпа пĕрлех ялсемпе саласене вакцинаци тума мобильлĕ бригадăсем те тухса çÿреççĕ. Тухтăрсен шухăшĕпе коллективлă иммунитет йĕркелес тесен ачасене те прививка тумалла. Ку енĕпе, республикăра та, районта та ĕçлеме пикеннĕ.
Коронавирус чирне хирĕç тăрассинче мобильлĕ ушкăнсем ĕçленин витĕмĕ те пысăк. Районта кун пек ушкăнсем кашни ял тăрăхĕнче тăтăшах рейда тухаççĕ: предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем профилактика мероприятийĕсене епле пăхăннине, çынсем маска тăхăннине тĕрĕслеççĕ. Йĕркене пăсакансем çук мар, хăшне-пĕрне çийĕнчех асăрхаттарма, теприсем çине акт çырма та тивет. Йĕркене пăхăнмасассăн явап тытмаллах. Çавăнпа та çынсене тимлĕ пулма, йĕркене пăхăнма, чиртен сыхланма тата вакцинациленме сĕнетпĕр. Пирĕн сывлăх хамăр алăра.
А.МАРИЯН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *