Паянхи кун коронавирус инфекцийĕн çĕнĕ «Омикрон» штамĕ хăвăрт сарăлни тата «дельта» штамм та лăпланманни чирлисен шутне ÿстерет, сывлăхшăн тата пысăкрах хăрушлăх кăларса тăратать тесен те йăнăш пулмасть. Çавна май, тухтăрсем чару мерисене çирĕп пăхăнмаллине, профилактика мерисене пăхăнса медицина маскипе респиратор тăхăнмалли çинчен аса илтереççĕ. Алăсене супăньпе тĕплĕ çумалла, антисептикпе усă курмалла. Çынсем нумай пухăнма пултаракан вырăнсенче май килнĕ таран сахалрах пулма тăрăшмалла, социаллă дистанцие пăхăнмалла.
Районти лару-тăрăва илес пулсассăн, чирлисен шучĕ пысăк. Эрнере 200 ытла çын коронавируспа чирли паллă пулнă. Вĕсен йышĕнче аслисем те пур, ачасем те. Нумайăшĕ килте сипленет, хăшĕсем — больницăра.
Больницăна лекекенсенчен ытларахăшĕ — привика туманнисем. Аса илтеретпĕр, вакцинаци — коронавирус чирне парăнтармалли чи шанчăклă мел. Çакна тĕпе хурса районта пурăнакан 12281 çын вакцинаци тутарнă та. 1000 ытла çын ревакцинаци витĕр тухнă. Чире алхасма парас марччĕ, сывлăха упрасчĕ, тимлĕрех пуласчĕ.
Обществăлла вырăнсенче маска тăхăннипе тăхăнманнине мобильлĕ ушкăнсем тĕрĕслесех тăраççĕ.
/ХАМĂР ИНФ./.