Учительсен династине пуçараканĕ

Учительсен династине пуçараканĕ

Унăн вĕренекенĕсем халĕ асатте-асанне, кукаçи-кукамай пулнă ĕнтĕ, мăнукĕсемпе, мăн мăнукĕсемпе савăнаççĕ. Çулсем чылай иртнĕ пулин те Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче вĕреннĕ çулсем пирки калаçнă чухне Григорий Константиновича аса илеççĕ. Вăл вĕрентсе каланисем, наука вĕрентĕвне пурнăçпа танлаштарса кăтартнисем нумай вăхăт хыçа юлнă пулин те пуçран тухмаççĕ.
Вăрçă хыççăн, каярах çулсенче шкулта ачасем умне тухиччен учительсем хăйсем те маларах пурнăçăн çирĕп «урокĕсем» витĕр тухнă. Çакă пĕр-пĕр уйрăм ялта çеç мар, ытти çĕрте те çаплах пулнă. Учитель ятне иличчен вĕсен терт-нуша «çăкăрне» аванах астивме тивнĕ.
Кĕçĕн Çĕрпÿел ялĕнче вăтам хресчен çемйинче кун çутине килнĕ Григорий Константинович Константинов çуралнăранпа кăçалхи январĕн 29-мĕшĕнче 110 çул çитрĕ. Ачалăхĕ ун вăл вăхăтри ял ачисенчен улшăнсах тăман пулĕ, мĕн пĕчĕкренех ĕç çумне çыпçăнса ÿснĕ. Ялти чиркÿ прихучĕн шкулне 7 çул çÿренĕ. Икĕ хĕрпе пилĕк ывăлтан асли пулнă май ашшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ пулнă. Унпа пĕрле хирте, кил-картишĕнче ĕçленипе пĕрлех Хусана, Пăвана, Чĕмпĕре, Хурамала пасара та çÿ-ренĕ. Вăтам хресчен çемйи пулсан та хур-кăвакал, чăх-чĕп нумай тытнă, выльăх-чĕрлĕхпе акатуйра чупмалли тата çула тухса çÿремелли ятарлă лашасем те пулнă. Унта-кунта тухкаласа курнă ача 12 çула çитсен никама пĕлтермесĕрех сăвăлласа каласан «хĕвне çăкăр чикет те, тухса каять хулана, лайăх пурнăç шырама». Чĕмпĕре çитсен тилхепине ÿречирен çыхса лашине килне хăваласа ярать. Çул ăна Ярославль хулинех илсе çитерет. Çул çитменнипе яша ĕçе илесшĕн пулман, çавăнпа ун пĕр вăхăт хаçат сутса тăранса пурăнма тивет. Темĕнле йывăр килсен те яла таврăнма шутламасть вăл. Пысăк çемьене унсăр та йывăр килнине ăнланать. Пурнăç çулĕ ăна Иваново хулине илсе çитерет. Пĕве кĕнĕ çамрăк пусма-тавар комбинатĕнче атăçă пулса тăрăшать. Каçхи шкулта вĕренсе строитель профессине алла илет. Пĕр вăхăт стройкăра та ĕçлет. Пурнăç тути-масине аванах астивсе, тĕрлĕ çынпа калаçса курнăскер вĕренÿ пирки тимлĕрех шутлама пуçлать. Иваново облаçĕнчех рабфакра пĕлÿ илет. Тăван тăрăхалла таврăнсан Çĕрпÿри педучилищĕне вĕренме кĕрет. Ăна пĕтерсен Г.Константинова направленипе Аслă Чурачăка ĕçлеме яраççĕ. Кунта вăтам шкул уçăлнă пулнă. Ачасене математика предмечĕпе пĕлÿ пама пуçлать, шкул çумĕнчи хваттерте пурăнать. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан физикăпа математикăна лайăх пĕлекен специалист пулнă май, ăна Куйбышеври авиазавода ĕçлеме яраççĕ. «Атте каласа панă тăрăх, Илюшин авиаконструктор завода час-часах килсе çÿренĕ. Рабочисемпе пуху пуçтарман вăл, кашнинпе алă тытса калаçма тăрăшнă. Çакă вăрçă вăхăтĕнче ĕçлекенсене татах та вăйлăрах хавхалантарнă. Хастар ĕçленĕшĕн яла кайса килме отпуск та панине пĕлтернĕччĕ атте», — каласа парать Г.Константиновăн ывăлĕ Владимир Григорьевич.
Вăрçă вĕçленсен Григорий Константинович Аслă Чурачăк вăтам шкулнех таврăнать, пысăк хавхаланупа ачасене пĕлÿ пама пуçлать. Кĕçех Вера Ивановнăпа мăшăрланаççĕ. Çак ялтах çурт туянса тĕпленеççĕ. Г.К.Константинов 1972 çулччен вăтам шкулта математика предмечĕпе пĕлÿ панă. Вăл ачасене вĕрентнипе çеç лăпланса ларман, шкулти, ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăннă. Яланах класс ертÿçи пулнă май ачасен ĕç бригадине йĕркелесе «Заветы Ильича» колхоза хирти ĕçсене пурнăçлама пулăшнă. Ăна колхоз правленийĕн членне, ял Совечĕн депутатне пĕрре мар суйланă. Вăл тăрăшнипе фермăсенче, халăх йышлă пуçтарăнакан ытти вырăнсенче «Боевой листоксем» çакăнса тăнă. Шкул çумĕнчи сада чĕртсе аталантарас тесе те нумай тăрăшнă вăл. Пултаруллă та тÿрĕ кăмăллă пулнипе ăна ялпо тата райпо ревизи комиссийĕсен членĕ пулма шаннă.
Вĕренÿ ĕçĕнче те палăрса тăнă. Районтан е республикăран тĕрĕслевпе килнĕ инспекторсем вăл ирттерекен уроксем çÿллĕ шайра пулнине палăртнă. Вăл вĕрентнĕ ачасем районта, республикăра иртекен предмет олимпиадисенче япăх мар кăтартусем тунă. Вăтам шкул пĕтерекенсенчен чылайăшĕ математикăпа ăнăçлă экзаменсем тытса аслă шкулсене, техникумсене малалла вĕренме кĕнĕ.
Хăйĕн ĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн, тарăн пĕлÿллĕ ачасем вĕрентсе кăларнăшăн Григорий Константиновича 1970 çулта «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă. 30 çул ытла çак шкулта ĕçлесе миçе ачана математика ăслăлăхне алла илме пулăшнине, тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнине шутласа та пĕтереймĕн. Вăл çак шкулта тăрăшнă вăхăтра унта çирĕме яхăн ялтан ачасем вăтам пĕлÿ илме çÿренĕ. Классенче 30 е ытларах та вĕренекен ларнă. Вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, пĕлÿн анлă тĕнчине илсе кĕме çăмăлах пулман. Тăрăшнă педагог, ачасем шкултан анлă тавракурăмлă, малашнехи пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ тăрăх çирĕппĕн пусса утма пултаракан çынсем тухччăр тесе çине тăнă.
«Пĕррехинче аттепе калаçса ларнă май вĕренекенĕсем пирки сăмах пуçартăм. Районта, республикăра яваплă вырăнта ĕçлекенсем, СССР спорт мастерĕсем, космонавтсем хатĕрлекен ушкăнра пулнисем те пур иккен вĕсем хушшинче», — аса илет Владимир Григорьевич.
Вера Ивановнăпа вĕсем икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Тамара тата Николай математика учителĕнче, Луиза ял хуçалăх управленийĕнче тĕп зоотехникра, Владимир ĕç, рисовани тата черчени предмечĕ- сен вĕрентекенĕнче ĕмĕрĕпех ĕçленĕ. Вĕсем пурте хăйсен профессине «учитель ачисем» пулнипе çеç мар, чун-чĕре ыйтнипе суйласа илнĕ.
Григорий Константинович Константиновсен учительсен çемье династине пуçарса яраканĕ. 2004 çулта республикăра иртнĕ «Учительсен династийĕ» конкурсра вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вĕсен пĕрлехи ĕç стажĕ 1083 çулпа танлашнă. Çакă Григорий Константиновичăн ачасене вĕрентес пархатарлă ĕçне ачисем çеç мар мăнукĕсем те, мăн мăнукĕсем те малалла тăснине çирĕплетет. Чăннипех те вăл хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паха вăрлăх акса хăварнă, вĕсем тулăх тухăçпа савăнтараççĕ. Константиновсен династийĕ учительсен вун-вун çемйине пĕрлештерсе тăрать.
Г.К.Константинов тивĕçлĕ канăва кайсан та Кĕçĕн Каçалти шкулта тăрăшнă. Ĕç ветеранĕн куçĕсем 1998 çулта ĕмĕрлĕхех хупăннă. Ачалăхри, çамрăклăхри йывăрлăхсене парăнтарса вăл малашлăхшăн ĕçленĕ, çынсемшĕн, обществăшăн кирлĕ ĕç тунă. Унăн пархатарлă та сăваплă ĕçне халĕ Константиновсен йăхĕнчи çамрăк ăру малалла тăсать.
Ю.ГАВРИЛОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *