Вторник, 23 апреля

Районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн

Районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн

Олег Николаев иртнĕ çулхи документра та кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ чылай ĕç палăртнăччĕ. Республикăн 2035 çулчченхи аталанăвĕн Стратегине пурнăçлама тытăннă ĕнтĕ. Вăл тăван регион илĕртÿлĕхне ÿстерес тĕлĕшпе пысăк утăмсем тума май парĕ.
Пĕлтĕр, 2021 çулта Çырура палăртнă ĕçсене районта еплерех пурнăçа кĕртсе пынине кĕскен тишкерер-ха.
«Сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне çĕнетесси те кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутне кĕрет: çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсемпе врач подразделенийĕсем пулмалла, сывлăх сыхлавĕн 36 объектне компекслă майпа юсамалла».
/Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне 2021 çулта янă Çыруран/.
Сывлăх пулмасан сар хĕвел çути те савăк мар, çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ республикăра, районта. Ялсенче чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма, профилактика тума фельдшерпа акушер пункчĕсем кирлĕ. Ку ыйтупа çине тăрсах ĕçленине палăртма кăмăллă. Акă, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче районти 3 ялта — Кивĕ Сĕнтĕрте, Йăлмахвара, Элпуçре — «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ФАПсем уçăлчĕç, вĕсем халăха йышăнма пуçларĕç. Сыватмăшсем тăвассипе пирĕн тăрăхра кăçал та малалла ĕçлеççĕ. «Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси» программăпа районти больницăра юсав ĕçĕсем пурнăçланă.
Çитĕнекен ăрăва вĕренме хăтлă та тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе республикăра сахал мар ĕç тунă, тăваççĕ те.
«2021 çулта ял çĕрĕнче тата пĕчĕк хуласенче вырнаçнă шкулсенче шкул ачисене çут çанталăк пĕлĕвĕсемпе наука тата технологи çул-йĕрлĕ программăсене вĕрентме «ÿсĕм вырăнĕн» 61 центрне уçма палăртнă», — тенĕччĕ 2021 çулта Çырура.
Районта «Точка роста» центрсем çулленех хушăнса пыраççĕ. Паянхи куна вĕсем 8 шкулта пур, пĕлтĕр тăваттă — Нĕркеçре, Шурутра, Асанкассинче, Хирти Явăшра уçăлнă.
Çырура вĕренÿ учрежденийĕсене тĕпрен юсассине тата çĕнетессине те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тесе палăртнăччĕ. Каланине пурнăçласа республикăра чылай ĕç тунă, районта Комсомольски 1-мĕш вăтам шкула, «Рябинушка» ача садне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç. Кăçал ку енĕпе тата малалла та ĕçлеççĕ.
«Паян эпир культура учрежденийĕсене хастарлăн юсатпăр, çĕнететпĕр тата ял çĕрĕнче çĕнĕ клубсем тăватпăр».
/Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Патшалăх Канашне 2021 çулта янă Çыруран/.
Культура çурчĕ ялти пур ÿсĕмри çынсене пĕрлештерекен вырăн шутланать. Пĕлтĕр «Культура» наци проекчĕпе Александровкăри клуба тĕплĕн реконструкциленĕ. Сăмах май, 2021 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ. Комсомольскинчи ача-пăча искусство шкулне реконструкциленĕ.
«2021 çулта чăваш тĕррине республика бренчĕ пек сарас тата наци тĕррин шкулне чĕртсе тăратас енĕпе ĕçлемелле, Тен, чĕртсе тăратассипе мар, аталантарас енĕпе. Мĕншĕн тесен тĕрĕ пирĕн пурнăçра анлă сарăлнă, эпир унпа мухтанатпăр», — тенĕ Çырура.
Çак сăмахсене пурнăçласа районти «Çĕр тата çынсем» музейра тĕрĕ ăстисен Вера Макарова, Валентина Хораськина куравĕсене йĕркеленĕ, унпа пĕрлех Валентина Шорникова, Вера Макарова ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Елена Сорокина район карттине пир çине тĕрленĕ. Унта 12 ял тăрăхне кашнине уйрăм тĕспе палăртнă. Мария Ильязова конкурссене хутшăнса палăрнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырура çĕр улми ÿстерекен регион ятне тавăрасси — тĕп тĕллев пулнине, управсем, тирпейлекен цехсем туни çак культурăна аталантарма çĕнĕ майсем уçать тесе палăртнăччĕ. Çак тĕллевсене ĕçе кĕртсе пĕлтĕр «Слава картофелю» агрофирма çĕр улми упрамалли çĕнĕ йышши хранилище хăпартрĕ.
Юлашки çулсенче республикăра агропромышленноç комплексне аталантарма витĕмлĕ пулăшусем уйăрма пуçларĕç.
ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: «Сăмахран, пĕлтĕр /2020 çулта/ ял хуçалăх техникине туяннипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли виçене ÿстернĕ», — тенĕ йĕркесем пур.
Çакă районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен техника паркне пуянлатма май пачĕ. 2021 çулта пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем 83,3 миллион тенкĕлĕх тĕрлĕ техника туянма пултарнă. Хуçалăхсем федераллă тата республика бюджечĕсенчен 60 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. 2021 çулта районта инвестици проекчĕ сене ĕçе кĕртес енĕпе те тăрăшса ĕçленĕ: Р.М. Шарафутдиновăн фермер хуçалăхĕ 200 пуç вырнаçмаллăх çемье фермине хута янă, М.Котоман фермер 500 тонна тырă упрамалли склад туса пĕтернĕ, «Асаново» ЯХПК администраци çуртне тата пушар хуралĕн гаражне хута ячĕ.
Республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансене ĕçме юрăхлă таса шыв çукки те питĕ пăшăрхантаратчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме пуçларĕ.
«Кăçалхи тĕллев — республикăн кăнтăр пайĕнчи темиçе пăрăхлă шыв çулĕн проектпа смета докуменчĕсене туса пĕтересси тата çав объектсене тума тытăнасси», — тесе палăртса хăварнăччĕ Çырура.
Шăмăршă районĕнчи Хырлари шыв управĕнче шыв илсе килессипе 2021 çултах «пăр тапранчĕ». Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси «Таса шыв» федераци проектĕнчи «Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Хырлари управран килекен шывпа малашлăхра 74 ял, 48 пин çын усă курма пултараççĕ. Шыв çулĕн тăршшĕ 300 çухрăм ытла.
2021 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсене районта мĕнле пурнăçланнине пĕтĕмлетнĕ май çак çĕнĕлĕхсем, улшăнусем районта пурăнакансен ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тивĕçлĕ ĕçсем чылай тунине кăтартса парать.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *