Чир татах вăй илет

Чир татах вăй илет

Юлашки икĕ эрнере чирлекенсен йышĕ республикăра та, районта та палăрмаллах ÿснĕ. Кун пирки январĕн 27-мĕшĕнче йĕркеленĕ оперштаб ларăвĕнче пăшăрханса калаçрĕç. Районта чирлекенсем нумай: чылайăшĕ больницăсенче /23 çын/, нумайăшĕ килте /178 çын/ сипленет. Чирлисен йышĕнче ачасем те сахал мар, çемйипех чирленисем те пур. Чир çулне пÿлес тесе республикăра та, районта та йышăнусем тума тивет. Шупашкарта вĕренекенсене январĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 6-мĕшĕччен дистанци мелĕпе вĕрентме йышăннă. Районта вара тăватă шкулта — Тукай Мишерĕнче, Урмаелĕнче, Комсомольски  1-мĕш  тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче ачасене паянтан пуçласа февралĕн 6-мĕшĕччен дистанци мелĕпе вĕрентме йышăннă. Унпа пĕрлех район территорийĕнче массăллă мероприятисем ирттерме чарнă, влаç органĕсенче çынсене йышăнассине те вăхăтлăха пăрахăçланă. Çак йышăнусем — пĕтĕмпех чиртен хÿтĕленес тĕллевпе йĕркеленĕ- скерсем. Чир çав тери хăрушă пулнине ăнланса çынсене пуçтарса туй, юбилей, çуралнă кун паллă тăвассипе те тăхтамалла. Чир пĕр-пĕринпе хутшăннă май хăвăрт сарăлать. Профилактика мерисене çирĕп пăхăнмалла, обществăлла вырăнта сахалрах пулма тăрăшмалла. Хамăр сывлăха упрамалла.
Паянхи куна илес пулсассăн вара республикăри больницăсенче коронавируспа чирлисене сиплеме 1066 койка-вырăн пур. Çакă çителĕксĕррине палăртаççĕ тухтăрсем. Мĕншĕн тесессĕн юлашки талăкра 382 çын чирлĕ пулни паллă. Пурнăçран уйрăлакансем те пур.
Чире пула вилнĕ çынсен 99,5 проценчĕ вара вакцинациленмен. Тухтăрсем вăхăтра сыхлăх эмелĕ яртарни вирус мутацине чарма, йывăр чирлесрен асăрханма пулăшнине пĕлтереççĕ. Прививка туман çынсен организмĕнче вируссем хăвăрт аталанаççĕ. Прививка тунă пулсассăн вирус вăйсăрланать.
Районта вакцина çителĕклĕ. Прививка тутарас текенсене районти тĕп больницăра йышăнаççĕ. Унпа пĕрлех мобильлĕ бригада ялсене тухса çÿрет. Çак кунсенче вĕсем Аслă Чурачăк, Тукай Мишер, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕсенче пулнă, паян — Анат Тимĕрчкассинче прививка тăваççĕ. Чиртен хÿтĕленсе вакцина тунисем — 12243 çын, ревакцинациленнисем — 1087 çын.
Хăвăра тата çывăх çыннăрсене упрăр.
А.ЕФРЕМОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *