Вторник, 23 апреля

Пуçаруллă хĕр – стипендиат

Пуçаруллă хĕр – стипендиат

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев январĕн 25-мĕшĕнче, Студентсен кунĕнче, республикăри маттур та пуçаруллă 29 хĕре стипенди свидетельствисене парса хавхалантарнă. Уяв кунĕнче свидетельствăсене Татьянăсене парса чысланă. Маттурскерсем наука конференцийĕсенче, фестивальсенче çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ, республика чысне хÿтĕленĕ. Вĕсем малашне те республика аталанăвĕшĕн ĕçлĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ Татьянăсен йышĕнче пирĕн район хĕрĕ, Тукай пики Татьяна Матросова та пулнă.
Татьяна пултаруллă та маттур хĕр пулнине эпир чылайранпа пĕлетпĕр. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех ăсталăхпа палăрнă: конкурс-фестивальсене хутшăннă, олимпиадăсенче палăрнă, наукăпа практика конференцийĕсенче çĕнтернĕ. 2019 çулта «Раççей чăваш пики» конкурс çĕнтерÿçи те Татьяна пулчĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсессĕн те хăнăхнă ĕçе пăрахман хĕр. Вăл — пуçаруллă та хастар. Обществăлла ĕçе хутшăнма та яланах хавас. Студентка наукăпа тĕпчев конференцийĕсене хутшăнать. Хĕр Пĕтĕм Раççейри «Человек. Гражданин. Ученый» конференци призерĕ те пулнă. Унпа пĕрлех университетра йĕркелекен мероприятисенчен нихăçан та айккинче юлмасть. Вăл çеç-и, районта иртекен уявсене те ертсе пыма хавас вăл.

Малалла вулас

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *