Понедельник, 6 мая

Юбиляра чысланă

Юбиляра чысланă

Пурнăç пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар. Нуши-тертне сахал мар курнă Тутар Элпуç ялĕнче пурăнакан Мунира Бетертдиновна Зарипова хăй ĕмĕрĕнче. Иртнĕ эрнере вăл 90 çулне паллă тунă. Çак ятпа ăна Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асеинов, Элпуç ял тăрăхĕн депутачĕ Елена Куропаткина саламланă, РФ Президенчĕн В.Путинăн саламне тата парне панă. Рестем Фаряхов ветеранăн юратнă юррисене аса илсе шăрантарнă.
Мунира Бетертдиновна Чĕчкен ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1953 çулта Тутар Элпуç ялĕн каччипе Шаяхмет Зариповичпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Унпа икĕ ывăлпа виçĕ хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăй ĕмĕрĕпех «Дружба» колхозра вăй хунă. Хастар ĕçшĕн чылай наградăсене тивĕçнĕ. Хальхи вăхăтра вăл мăнукĕн, Марсельĕн çемйипе пурăнать. Ватă çын хăйĕн 12 мăнукĕпе, 24 мăн мăнукĕпе чăннипех те савăнать. Кÿршĕ-аршăра та, ял çинче те вăл хисепре.
Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *