Пятница, 26 апреля

Упранни – хамăршăн

Упранни – хамăршăн

Ковид хыççăнхи синдром — вирус тата инфекци çивĕч паллисем çук пулсан та коронавируспа чирлесе ирттернĕ çынна канăç паман палăрăмсен пĕрлĕхĕ, сиплев курсĕ хыççăн пациент хăйне сывлăхлă туйманни. COVID-19-па чирленĕ, организм ĕçне пăсма пултаракан вăраха кайнă ытти чир-чĕр çук пациентсене çак диагноза лартаççĕ.
Ковид хыççăнхи синдром çур çул е ытларах тапхăр та тăсăлма пултарать. Пациентсене сывлăш пÿлĕнни, апат тутине е шăршă туйманни, ĕшенни, вĕчĕрхенни, ăш-чик пăсăлни канăçсăрлантарать. Асăннă симптомсем COVID-19 чире йывăр ирттернисен, вăрах чирпе аптракансен çеç мар ытти чир-чĕрпе чирлемен, коронавирус инфекцине «ура çинче» чăтса ирттернисен те, çамрăксен те палăрма пултараççĕ. Асăнса хăвармалла, прививка тунисен ковид хыççăнхи синдром çăмăлрах тата хăвăртрах иртет, паллăсем сахалрах палăраççĕ. Коронавирус ÿпке, чĕре, юн тымарĕсемпе нерв системи çине пысăк витĕм кÿрет. Нумай пациентăн тавçăрулăх чакать, ăш-чик ĕçĕ япăхланать, иммунитет чакать.
Коронавируспа чирлесе ирттернĕ хыççăн стационарти е поликлиникăри врачпа канашламалла. Чир мĕнле иртнин кăтартăвĕсем, тĕпчевсем тăрăх вăл кашни пациента уйрăм сĕнÿсем парать. Пĕтĕмĕшле илсен, çак амакпа чирлесе ирттернисен хăнăхнă пурнăç йĕрки патне майĕпен таврăнмалла. Организма çирĕплетнĕ тапхăрта çуллă, ăшаланă апат-çимĕç çиме, эрех-сăра ĕçме тăхтаса тăмалла. Сиплев физкультури туни, шайлашуллă диета тытни, урамра уçăлса çÿрени, ыйхăпа кану режимне пăхăнни аван. Кирлĕ пулсан врач витаминсемпе эмелсемпе, санаторире сипленме сĕнет.
Врачсем каланă тăрăх, коронавируса пула нумай пациентăн юн тымарĕсем сиенленеççĕ, юн çÿревĕн хăвăртлăхĕ чакать, юн çăралнине пула тромбсем пулаççĕ. Çакă инфарктсен, инсультсен, артери тромбозĕсен, урасен тромбофлебичĕсен, ÿпке артерийĕн тромбоэмболийĕсен сăлтавĕ пулса тăрать. Çавăнпа чир тапхăрĕнче тата хыççăн врачсем юна шĕветекен препаратсем ĕçме çырса параççĕ.
Паянхи куна прививка туни коронавирусран сыхланмалли чи лайăх мел шутланать. Вакцинаци тăвиччен те, тусан та профилактика мерисене пăхăнмалла, çынсем нумай пухăнакан вырăнсенче хÿтĕлев маскисем тăхăнмалла, дезинфекци тумалли шĕвексемпе усă курмалла, социаллă дистанцине пăхăнмалла. Çирĕп организма чир-чĕр час çулăхаймасть. Çавăнпа шайлашуллă апатланмалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле, активлă канмалла, кун йĕркине пăхăнмалла, çителĕклĕ çывăрмалла /7 сехетрен кая мар/, сиенлĕ йăласене пăрахăçламалла.
С.ЕФИМОВА куçарса хатĕрленĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *