Четверг, 25 апреля

Комсомольски районĕнчен — Комсомольски муниципалитет округĕ

Комсомольски районĕнчен — Комсомольски муниципалитет округĕ

Январĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче Комсомольски районĕнчен Комсомольски муниципалитет округĕ йĕркелес пирки халăх итлевĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, вырăнти хăй тытăмлăх органĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, обществăлла пĕрлĕх представителĕсем, район хастарĕсем хутшăнчĕç. Влаç органĕнчи çĕнĕ реформăпа çыхăннă халăх итлевне /публичное слушание/ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ертсе пычĕ. Маларах вара çакнашкал мероприятисем, халăх итлевĕсем — районти пур ял тăрăхĕнче те иртнĕ.
Кирек мĕнле çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртнĕ чухне те хăнăхнă йĕркене хыçа хăварма çынсене çĕр тĕрлĕ шухăш иккĕлентерет: мĕн тума кирлĕ, мĕнле ырă улшăну парĕ, халăх çакна еплерех йышăнĕ тата ытти те. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов хăйĕн сăмахне пĕр шайлă муниципаллă тытăма куçнин тĕллевне, пĕлтерĕшне пайăрлатнинчен, çĕнĕ реформăна яла пĕтерме çеç кăларнă, ял аталанаймĕ, халăхпа влаç хушшинчи çыхăну çухалĕ…. тата ытти çакнашкал иккĕленчĕклĕ шухăшсене сирнинчен пуçларĕ.
— 2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсем куçăм тапхăрне вĕçлесе пĕр шайлă муниципаллă тытăмпа ĕçлеме пуçларĕç. Паян вĕсем иккĕшĕ те муниципалитет округĕ шутланаççĕ. Çакнашкал ĕç республикăри ытти районсенче те, вăл шутра пирĕн Комсомольски районĕнче те, кăçал иртсе пĕтмелле. 2023 çултан вара пирĕн районта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пулмĕç, вĕсене çĕнĕлле «территори уйрăмĕн начальникĕ» тесе ят парĕç. Раççей шайĕнче çак реформа 2028 çулччен йăлтах вĕçленмелле. Хальхи вăхăтра чылай регион çакăн пек ĕç формачĕ çине куçса пырать, — уçăмлатрĕ Александр Николаевич.
Муниципалитет округĕнче вырăнти депутатсен институчĕ хăйĕн статусне çухатĕ. Ун вырăнне старостăсен институчĕн пĕлтерĕшĕ ÿсĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем пĕрлехи вăйпа округ аталанăвĕшĕн тăрăшĕç. Чăваш Республикин территорийĕнче муниципалитет округĕсем йĕркелессипе çыхăннă çĕнĕлĕх ялсене йывăрлăха кĕртсе ÿкерессипе е ял тăрăхĕсенчи кадрсене кĕскетессипе пачах çыхăнман. Районта пĕр пуçлăх, пĕр бюджет пулни чăн малтанах вырăнти ыйтусене татса парассинче икĕ енлĕн ĕçленине сирет, мĕн пур ыйтăва татса пама пултаракан, çав вăхăтрах вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн тулли яваплăх тытакан пĕр орган юлать.
«Çакна та палăртса хăварасшăн. Районтан муниципалитет округĕ йĕркеленĕ тапхăр халăхшăн йывăрлăх кăларса тăратмалла мар. Вĕсем ял тăрăхне хăйсен ыйтăвĕпе яланхи пекех çÿрĕç, кунта ĕçлекенсем вĕсене йышăнĕç, халиччен мĕнле пĕрле çыхăнса ĕçленĕ, çавăн пекех тăрăшĕç. Раççей, республика шайĕнче иртекен реформа Комсомольскисене малашне аталанма çеç пулăшĕ, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов реформа пирки тĕплĕн паллаштарнă май.
Халăх итлевне хутшăннисенчен тухса калаçакансем, ку тĕлĕшпе хăйсен шухăшне палăртакансем сахал мар пулчĕç. Пĕрисем çĕнĕлĕхе ырларĕç, вăл ялсене пĕр тикĕс аталанма май панине шанчĕç, теприсем иккĕ-ленчĕç. Тĕрĕсех, ку тĕлĕшпе кашнийĕн хăйĕн шухăш. Çапах та халăх итлевне хутшăннисем юлашкинчен пурте пĕр саслăн Комсомольски районĕнчен Комсомольски муниципалитет округĕ тума йышăнчĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Шухăш
Мария ИЛЛАРИОНОВА, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Муниципалитетри çĕнĕ реформа районти ял тăрăхĕсене пурне те пĕр пек аталантарма, халăхăн ыйтăвĕсене туллин татса пама пулăшать. Пытарма кирлĕ мар, паян чылай ял тăрăхĕн инфратытăма аталантарма бюджетра укçи-тенки çук, вĕсем дотаципе çеç тытăнса тăраççĕ. Район округа куçнă хыççăн пĕр шайлă тытăмпа ĕçлеме пуçласан çак йывăрлăх пĕтĕ. Бюджет тата ытларах ÿсĕ, ялсене кирлĕ пек аталантарма, малашне тата ытларах тĕрлĕрен объект хута яма май пулĕ.
Альберт КУЗЬМИН, Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
— Кирек мĕнле çĕнĕлĕх те шухăшлаттарать, паллах. Кĕтменлĕхсем те, йывăрлăхсем те пулаççех. Унсăрăн çĕнĕлле аталанма май çук. Ял тăрăхĕн бюджечĕ чухăнах мар пулин те ял инфратытăмне аталантарассипе çыхăннă объектсене эпир хамăр вăйпа çеç ĕçе кĕртме мехел çитерейместпĕр. Муниципалитет округĕ туса хуни пур ял тăрăхне те пĕр-пĕрне уйăрмасăр аталанма пулăшасса тата ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ ÿсессе те шанатпăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *