Професси суйласа илме пулăшĕ

Професси суйласа илме пулăшĕ

Вăтам шкул пĕтерекенсен малашнехи пурнăçĕ мĕнле професси е специальноç суйласа илнинчен те нумай килет. Çавăнпа парта хушшинче ларнă чухнех çакăн пирки шутламалла. Пирĕн район ял хуçалăхĕпе тачă çыхăннă. Вăл отрасле вара пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Ачасем хушшинче пурнăçне ял хуçалăхĕпе тачăрах çыхăнтарас тĕллевлисем те пулма пултараççĕ.
Çавăнпа Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекенсен шухăшĕсене шута илсе профориентаци маршрутне палăртрăмăр. Çак кунсенче вĕренекенсемпе Шупашкарти Патшалăх аграри университетĕнче пулса куртăмăр. Преподовательсем хапăлласах вĕренÿ заведенийĕпе, унти лару-тăрупа, аудиторисемпе, лабораторисемпе тата студентсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç.
Хÿтĕ çĕр çинчи инноваци технологийĕн лабораторийĕн заведующийĕ Надежда Михайлова малтан сити-фермăра ачасемпе экскурси ирттерчĕ. Вĕренекенсем лабараторире çитĕнтерекен ÿсен-тăрансемпе интересленсе паллашрĕç, ыйтусем нумай пачĕç. Ветеринари медицини тата зоотехника факультечĕн эпизоотологи, паразитологи тата ветеринарипе санитари экспертизин кафедрин заведующийĕ Инна Ефимова аслă шкулта практика мĕнле ирттерни, мĕнле специальноçсемпе кадрсем хатĕрлени пирки тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. «Усы, лапы, хвост» ветеринари клиникинче те ачасем Анастасия Димитриева заведующи пулăшнипе нумай çĕннине пĕлчĕç. Вĕренекенсем хăйсем те хăш-пĕр инструментсен, оборудованин ĕçри пĕлтерĕшне ăнланаççĕ, выльăхсене сиплес процедурăсене чухлаççĕ. Биотехнологи тата аграноми факультечĕн биотехнологипе ял хуçалăх продукцине тирпейлес ĕç кафедрин профессорĕ, сĕт тата унăн продукцийĕн технологийĕн лабаратори заведующийĕ Геннадий Ларионов хăй сăмахĕнче сĕте йышăнас, пастеризаци тăвас, сыр, çу хатĕрлес ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. Ачасем уйрăмах мороженăй хатĕрлемелли физер-аппаратпа кăсăкланса паллашрĕç.
Финанс тата кредит кафедрин доценчĕ Наталья Алексеева банк ĕçĕн хăйнеевĕрлĕхĕ, унта усă куракан оборудовани пирки чарăнса тăчĕ. Ачасем вăл каланине пысăк тимлĕхпе итлерĕç.
Çăкăр изделийĕсен лабараторийĕнче унта хатĕрленĕ продукцие вĕренекенсем хăйсем те тутанса пăхма пултарчĕç. Технологипе тата оборудованисемпе Олеся Чеченешкина заведующи паллаштарчĕ.
Пĕрле чей ĕçнĕ вăхăтра профориентаци центрĕн ертÿçин çумĕ Светлана Водяная пулас абитуриентсене çак аслă шкула вĕренме кĕмелли йĕркепе, унта хатĕрлекен специальноçссемпе тата вĕренÿпе çыхăннă ытти ыйтусемпе паллаштарчĕ, вĕренекенсен ун патне нумай ыйтусем пулчĕç. Апла пулсан вĕсене ку вĕренÿ заведенийĕ интереслентерчĕ.
Малалла ачасем инженери факультетне çитсе унти çăмăл автомашинăсене диагностика тăвакан центрта, паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен ял хуçалăх машинисен паркĕнче пулса курчĕç, çĕнĕ йышши станоксем мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Экскурси университетăн слорт коплексĕнче вĕçленчĕ.
Ачасем республикăри вĕренÿ заведенийĕсенче пулса курни вĕсене пулас професси суйласа илнĕ чухне пысăк пулăшу памалла. Хăйсен куçĕпе вĕренÿ класĕсемпе аудиторисене, лабараторисене тата ытти пĕлÿпе ăсталăха ÿстерме май паракан объектсене курни асра юлать, пулас ĕç суйласси çине витĕм кÿрет.
П.РОДИОНОВ,
вĕрентекен.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *