Пятница, 26 апреля

Çĕнĕ çула — çĕнĕ çитĕнÿсемпе

Çĕнĕ çула — çĕнĕ çитĕнÿсемпе

«Раççей Федерацийĕнчи граждансене патриотизмла воспитани парасси» федераллă, «Вĕрентÿ» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе «ЭТНО-хакатон» проектăн регионсем хушшинчи «Многоликая Россия» конкурс иртнĕ.
Унăн тĕллевĕ халăх йăли-йĕрки урлă çемье пуянлăхне упрама, культура еткерлĕхне сыхласа хăварма май парасси пулса тăрать. Конкурса Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Анастасия Мироновăпа Дильназ Тазетдинова та хутшăннă. Вĕсем пирĕн районта пурăнакан икĕ халăх туслăхне мухтакан видеоролик тăратнă. Унта чăвашсен тата тутарсен культурине, йăли-йĕркине кăтартса панă.
«Многоликая Россия» конкурсра тĕрлĕ халăхăн йăли-йĕркипе çыхăннă 150 ытла видеоролик пулнă. А.Мироновăпа Д.Тазетдинова ĕçне жюри пысăка хурса хакланă, вĕсем çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Хĕр ачасене шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Х.Басырова хавхалантарса, пулăшса пынă. Вĕренекенсене мала тухнăшăн грамотăсемпе хаклă парнесем парса чысланă. Хастар хĕрсемшĕн ку çĕнтерÿ пĕрремĕш мар. Вĕсем маларах та республика тата Раççей шайĕнчи конкурссенче палăрнă. Çак çитĕнÿсем вĕренекенсене татах та хавхалантарасса шанатпăр, вĕсенчен çĕнĕ çитĕнÿсем кĕтетпĕр.
И.БАСЫРОВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *