Понедельник, Январь 24

Ринат Рахимзянов ячĕпе — турнир

Ринат Рахимзянов ячĕпе — турнир

Декабрĕн 18-мĕшĕнче «Кĕтне» ФСК-ра район тата республика шайĕнчи волейбол тата футбол турнирĕсене йĕркеленĕ, районти спорт аталанăвне сахал мар тÿпе хывнă общество хастарне Ринат Рахимзянов спортсмена асăнса волейбол турнирĕ иртнĕ. Унта пурĕ 13 команда хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Хусан, Шупашкар, Канаш хулисенчи тата Патăрьел, Муркаш, Комсомольски районĕсенчи командăсем пулнă. Турнира виçĕ зонăра — Тукай Мишерĕнчи тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче, «Кĕтне» ФСК-ра йĕркеленĕ.
Мероприяти Ринат Рахимзянова асăнса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Чăваш республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Чăваш республикин «Тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организацин председателĕ Марат Айзатуллов, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, районти депутатсен канашĕн депутачĕсем Борис Маловпа Фидаиль Рахимзянов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов, Тукай Мишерĕнчи вăтам шкул директорĕ Наиль Зарипов, волейбол вăййине выляма юратакансен республикăри лигин йĕркелÿçисенчен пĕри Станислав Омельченко хутшăннă.
Хĕрÿ тупăшура Муркаш районĕн «МетПласт» команди — 1-мĕш, Шупашкарти «Спартак-Исаково» тата «Пятино» командăсем 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.
Каласа хăвармалла, хастар ентеш ячĕпе декабрĕн 17-мĕшĕнче Урмаел вăтам шкулĕнче тата салари культура çуртĕнче мероприятисем иртнĕ. Ринат Рахимзянов ячĕпе унта ятарлă стендсем уçнă. Спортсмен наградисем, Хисеп грамотисем, сăнÿкерчĕксем, спорт формисем — пĕтĕмпех кунта вырăн тупнă. Халĕ Ринат пурнăçĕнчи çитĕнĕвĕсемпе кашниех паллашма пултарать. Уйрăмах çак çитĕнекен ăрушăн паха.
С.ЕФИМОВА хатĕрленĕ

 

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code