Ыйтусене сÿтсе явнă

Ыйтусене сÿтсе явнă

Декабрĕн 8-мĕшĕнче район администрацийĕн çурчĕн ларусен залĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен тата хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе канашлу иртнĕ. Унта район пуçлăхĕ — районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Ремис Мансуров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов тата ял хуçалăх, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Алексей Селиванов хутшăннă.
Канашлура ял хуçалăх тытăмне аталантарма пулăшакан патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ формисем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Паянхи кун республикăри аграрисем 51 тĕрлĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ. Малашне ку енĕпе тата 7 тĕрлĕ пулăшу пама пуçлĕç. Çав шутра çĕр участокĕсен межевани проекчĕсене хатĕрлеме тата кадастр ĕçĕсем пурнăçлама, çĕр çырли ÿстерме, ĕнесен геномлă селекцийĕпе усă курма, паянхи куна тивĕçтерекен сĕт-çу лабораторийĕ хута яма, ял туризмне аталантарма, тĕш-тырă культурисене тата пахча çимĕç çитĕнтерме патшалăх пулăшăвĕ- пе усă курма пулĕ.
Çавăн пекех канашлура ял хуçалăх предприятийĕсен аудитор тĕрĕслевĕсем çинчен те калаçнă. Ку тĕрĕслев вăхăтĕнче предприятин финанс отчет докуменчĕсем, ĕçе саккун ыйтăвĕсене пăхăнса йĕркелени çине тимлĕх уйăраççĕ.
Канашлура коронавирус пандемийĕ çинчен те калаçу пынă. Паянхи куна лару-тăру пĕр евĕрлĕ пулсан та чиртен сыхланмалли çинчен манмалла мар. Çавна май ял хуçалăх тытăмĕнче ĕçлекенсене массăллă вакцинаци тумаллине те палăртнă ларура.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *