Ентешĕмĕрсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ

Октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă ĕç паттăрĕсене асăнмалли кун пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 6-мĕшĕнче çакна çирĕплетекен Указа алă пуснă.
«Çĕнтерĕве тылра туптанисене, çав çулсенче ырми-канми ĕçленисене асра тытни пулĕ ку. Çак астăвăм пире, халĕ пурăнакансене, вăй-хăват парать, чăваш халăхĕн историне тишкернĕ май мăнаçлăх туйăмне вăйлатать, пирĕн халăхăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне кăтартать», — тенĕ Олег Николаев.
Аса илтеретпĕр, кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Чăваш Енре 2021 çула çав объектсене тăвакансене халалланă. Çак пулăмсемпе çыхăнтарса йĕркеленĕ мероприятисем чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăх историне упраса хăварассине, ачасемпе çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тÿпе хывнă.
Архивсенчи документсем çирĕплетнĕ тăрăх, Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене тума республикăри 200 пине яхăн çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 çухрăмпа танлашнă. Чăваш Енре çак ĕçе 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче пуçланă та 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче вĕçленĕ.
А. ИВАНОВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *