Тĕрлĕ ĕç тăвать

Çĕрĕпе çил-тăман алхасрĕ те, çулсем çине кĕртсем хÿсе хучĕ пулĕ, шутларĕ ирхине вăраннă вăранманах Димитрий Батманов. Ĕçсем пуçланиччен машинăпа трактор паркĕ çывăхĕнчи çулсене уçмалла, ферма территорине юртан тасатмалла. Кĕçех грейдер çаклатнă МТЗ трактор хăватлăн кĕрлесе çула тухрĕ. Çакăн пек пуçланать тепĕр чухне хĕллехи вăхăтра унăн ĕç кунĕ.
Çапла, хĕллехи кунсенче механизаторăн территорире юр уçас енĕпе те ĕçлеме тивет, фермăри выльăхсене тăрантарма та ĕлкĕрет. «Дубовка» ОООра виçĕ механизатор анчах. Вĕсем хуçалăхри пур ĕçе те тума ĕлкĕреççĕ. Çуркунне ака-суха ĕçĕсенче тăрăшаççĕ, утçи пуçлансан вĕсем пĕр тата нумай çул ÿсекен курăксене çулаççĕ, тавăраççĕ, пуçтарса илеççĕ.
Димитрий Федорович Батманов çамрăкранпах хăй пурнăçне техникăпа çыхăнтарма шутланă. Çара кайса килнĕ хыççăнах вăл «Комсомольский» совхозра пĕр вăхăт ĕçлет. Каярахпа Минатуллинăн фермер хуçалăхĕнче те тăрăшать. «Дубовка» ООО туса хунăранпах кунта тракторист пулса вăй хурать. Çирĕм çул ытла техникăпа тăрăшса мĕнле ĕç анчах тума тивмен-ши ун; Вăрмана та çÿренĕ, строительство материалĕсем те турттарнă…Механизатор хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытма тăрăшать. Ĕç тухăçлăхĕ унран нумай килнине лайăх ăнланать вăл. Çавăнпа та трактор вансанах ăна çийĕнчех юсать. Техникăна лайăх ăнланаканскер пĕрле ĕçлекенсене те канашсемпе, сĕнÿсемпе пулăшса пырать.
Хальхи вăхăтра пултаруллă механизатор фермăри выльăхсене валли апат ха- тĕрлесе валеçсе панă çĕрте тăрăшать.
Ю.ГАВРИЛОВ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *