Пысăк пĕлтерĕшлĕ кун

Пысăк пĕлтерĕшлĕ кун

Çĕршывра пурăнакан кашни çыншăн Конституци чи пĕлтерĕшлĕ документ шутланать. Унпа килĕшÿллĕн эпир пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, канатпăр. Вăл пĕтĕм право тытăмĕн шăнăрĕ пулать, саккунсем унти йĕркесене пăхăнса тăраççĕ. Халĕ вăйра тăракан Раççей Конституцине 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче йышăннă. Çак кун канмалли мар пулсан та çĕршывра пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ кун шутланать.
Раççей историйĕнче патша вăхăтĕнчех Конституцисем йышăнас тĕлĕшпе хăш-пĕр утăмсем тунă. Анчах та вĕсем ăнăçлах пулса тухман. Çĕршывра РСФСР туса хурсан Пĕтĕм Раççейри Советсен 1918 çулта иртнĕ съездĕнче пĕрремĕш Конституци йышăннă. Унта пролетари диктатурине çирĕплетесси, ĕçлемесĕр тупăш илекенсен тата тара тытса ĕçлеттерекенсен политика прависене пăрахăçласси çинчен палăртнă. 1925 çулта рабочисен, хресченсен, казаксен, хĕрлĕ армеецсен Совечĕн черетлĕ съездĕнче çĕнĕ Конституци йышăннă. РСФСРта пурăнакан халăхшăн чылай вăхăт 1937 çулхи Конституци тĕп саккун пулса тăнă. 1978 çулхи Конституци вара СССР саланса кайичченех вăйра пулнă. Вăл 11 пайран, 22 сыпăкран, 185 статьяран тăнă. Вăл вăхăтра РСФСР йышне 16 АССР, автономиллĕ 5 область, автономиллĕ 10 округ кĕнĕ.
Раççей Федерацине туса хунă май çĕршыва çĕнĕ Конституци кирлĕ пулнă. Çавăнпа та 1990 çулта ăна хатĕрлеме ятарлă комисси туса хунă. Пин ытла профессионал проектпа ĕçленĕ. Çак енĕпе 3,5 çул тăрăшнă. Конституцие йышăниччен малтан халăха паллашма, сÿтсе явма хаçат-журналта пичетленĕ. Ун хыççăн 1993 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче пĕтĕм халăх референдумĕ ирттернĕ. Сасăлава хутшăннă çынсенчен ытларахăшĕ çĕнĕ Конституцишĕн хăйсен сассисене панă. Çапла çуралнă çĕршыв пĕлтерĕшлĕ документ.
2020 çулта РФ Конституцине хăш-пĕр тÿрлетÿсем кĕртес енĕпе халăх сасăлавĕ иртнĕ.
Каларăмăр ĕнтĕ, Конституци кунне патшалăх шайĕнчи пысăк уявпа танлаштармалла. Çавăнпа та çак кун çĕр- шывра «çавра сĕтелсем», тематикăлла презентацисем, выставкăсем, акцисем, митингсем, калаçусем йĕркелесси, концертсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Халĕ, коронавирус чирĕ хăратнă вăхăтра, мероприятисенчен чылай пайĕ онлайн мелпе пулĕ. Раççей халăхĕн, Конституцире палăртнă пек ĕçлеме çеç мар, уявсене савăнăçлă ирттерме те пĕтĕм ирĕк пур.
Г.ЮРЬЕВ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *